Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмĕсем курăмлă.

31 октября 2003 г.

1990 çултанпа Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводне питĕ пултаруллă, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçласа пыма пултаракан ертÿçĕ Леонид Геннадьевич Ильгечкин ертсе пырать. Паян çак предприяти ООО «Сундырь – Хлеб» ятлă. Вăл икĕ сменăпа ĕçлет. Çăкăр-булкăна каçхи сменăра пĕçереççĕ пулсан, продукцин ытларах пайне хатĕрлессипе ирхи сменăрах тимлеççĕ. Хатĕр продукцие вара Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш райповĕсемсĕр пуçне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар та туянаççĕ, Мари Республикинче те унран юласшăн мар. Акă, 16-17 тĕслĕ тутлă премĕке вара Муркаш райпоне те параççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: пирĕн районти ООО «Сундырь – Хлеб» предприятинче, республикăри ытти çăкăр завочĕсемпе танлаштарсан, кунта ĕçлекенсене чи пысăк шалу тÿлеççĕ. - Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев вăл - çынсен ыйтăвĕсене, вĕсене тĕрлĕ йышши паха продукципе тивĕçтересси. Ахальтен мар-тăр эпир заводра çĕнĕ технологипе усă куратпăр, ваккум мелĕпе макарон изделийĕсем хатĕрлессине те ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Халĕ тата пирĕн тутлă шыв калăпăшĕ те 3 хут пысăкланать. Тавар туянакансем пирĕн продукципе кăмăллă пулни эпир хамăр ĕçе кирлĕ шайра пурнăçланине пĕлтерет те ĕнтĕ. Вăл вара пирĕн малашлăха çирĕппĕн пăхма май парать, çĕнĕ шухăш-тĕллевсем çуратать. Эпир çынсен кăмăлне тивĕçтерме яланах хавас, - терĕ Леонид Геннадьевич. Тăвай районĕнчи çăкăр завочĕн пуçлăхĕ, çак эрнере ООО «Сундырь – Хлеб» заводĕнче иртнĕ «Потребительсен кооперацийĕнчи чи лайăх пекарь» республикăри 2 конкурса курма тата предприятин ĕç опычĕпе паллашма килнĕ Вячеслав Никонович Федоров çапла каларĕ: «Чăнах та, Мăн Сĕнтĕр çăкăр завочĕ пирки республикăра суя ят çĕремест иккен. Паян эпĕ çакна хам куçпах куртăм. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлени те çакнах палăртать. Эпир туса кăларакан продукци те япăх мар, çапах та пирĕн Муркашсенчен вĕренмелли нумай».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика