Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Моргаушская” МСО, ĕнер, паян, ыран

14 августа 2002 г.

“Кулленех малашлăха пăхса тимлетпĕр. Пĕлетĕп, сахалрах ĕçлетпĕр – калăпăшсене татах ÿстермелле. Çак тĕллевпе куллен ĕçе килетĕп”, - ман ыйту çине хуравланă май кăмăллăн калаçрĕ “Хуçалăхсем хушшинчи “Моргаушская” строительство организацийĕ” хупă акционерлă общество директорĕ Виталий Владимирович Коротников. Иртнĕ çулсенче хупăнасси патнех çитнĕ строительство организацине уçă варкăш кĕртме В.В. Коротникова 1999 çулхи декабрьте директора çирĕплетрĕç. Çĕрпÿ çынни, хăй Шупашкарта пурăннине пăхмасăрах Муркашсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн ĕçе кÿлĕнчĕ. “Çăмăл лав лекмерĕ мана. Çапах та организаци рынок тапхăрĕн авăрне тĕппипех путнă теес килмест. Эсир шанни тата хамăн ĕçлес тĕллев пурри пире хум çине кăларĕç-ха, аталану çулĕ те уçăлĕ”, - тенĕччĕ вăл хăйне директора çирĕплетнĕ пухура. Унтанпа вăхăт виçĕ çула яхăн ĕнтĕ. Çĕнĕ ертÿçĕн ума лартнă тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ-и, строительство организацийĕ ăнăçсăр çаврăмран тухрĕ-и; Строительсен професси уявĕ умĕн çак ыйтусем çине хурав тупма район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ А. Белов асăннă строительство организацийĕн директорĕпе В.В. Коротниковпа тĕл пулса уçă калаçу ирттерчĕ.
- Виталий Владимирович, эсир ертсе пыракан коллектив пĕтĕмĕшлех строительствăпа çыхăннине пĕлсе тăрса малтанах хăвăра тата сирĕн ĕçченсене çывхаракан Строительсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Çапах та хамăр калаçăва организаци историйĕнчен пуçлар-ха.
Производство пайĕн пуçлăхĕ Людмила Владимировна
Яндушкинапа пай инженерĕн Валентина Борисовна
Суварован пĕрле сÿтсе явмалли нумай.
- Хирĕçлеместĕп, саламлă сăмахсемшĕн вара чĕререн тав тăватăп. Истори тенĕрен, ку тăрăхшăн эпĕ çĕнĕ çын. Çапах та организаци кун-çулĕпе кăсăкланмасăр та пултараймастăп. Сирĕн ыйтăвăр çине хуравласа мĕн пĕлнипе паллаштарам. Хуçалăхсем хушшинчи “Моргаушская” строительство организацине строительство материалĕсен “Заря коммунизма” завочĕн базине тунипе пĕрле 1959 çулта йĕркелеме пуçланă. Завод Совечĕн председателĕ 1959 – 1963 çулсенче А.П. Ягодкин пулнă. 1963 çулхи мартра завод бази çинче Юнкăри хуçалăхсем хушшинчи строительство организацине йĕркелесе çитерсе ĕçлеттерме пуçланă. Ăна 1963 – 1965 çклсенче П.К. Смирнов ертсе пынă. Районта промышленность индустрийи аталаннă май пысăк комплекссем тăвасси вăй илет. Çавăн хыççăн строительство ĕçĕсене хăвăртлатма тимĕрпе бетон конструкцийĕсем тума пуçланă. Ку хăватпа организаци пысăк ĕçсем туса ирттерет. МСО аталанăвне 1976 – 1999 çулсенче ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Н.А. Гусак ертсе пынă, пĕтĕмĕшле аталанăва пысăк тÿпе хывнă, ялти строительство организацине республикипех малтисен ретне кăларнă. Анчах... Пĕр хушă хăватне чакарнă организаци халĕ çултан çул хăйĕн ĕç калăпăшĕсене ÿстерсе пырать, экономика та тĕрекленет. Çак çултан эпир малашне те чакас теместпĕр. Истори историпе те, анчах кулленхи ĕç пирки калаçмасăр та, малашлăха тишкерсе пăхмасăр та майĕ çук. Унсăрăн истори те пулмасть. Каламалла, ĕçĕсенче чуна парса ĕçленĕрен организацири 20 ытла ĕçчен тĕрлĕрен хисеплĕ ятсене, районпа республика тата Раççей Хисеп грамотисене, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Паян та вĕсенчен чылайăшĕ производствăра вăй хураççĕ, çамрăксемшĕн тата пĕрле ĕçлекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Организацире паян пурĕ, вăхăтлăх ĕçлекенсене шутласан, 160 çын ĕçлет.(Танлаштарма, В. Коротникова директора çирĕплетнĕ чух организацире 50 çын ытларах ĕçре тăнă – Ред.).
Эпир сăн ÿкерчĕкре куракан
Венера Золототрубова (штукатур-малярсен
бригадирĕ), Людмила Остроумова,
Галина Яндимиркина, штукатур-малярсем
хальхи вăхăтра Муркашра 54
хватерлĕ çурта хута ярассипе
тимлеççĕ.
Вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса тата пулăшусем парассине кун йĕркинчен кăлармасăр туса пынăран строительсен ĕçлеслĕхĕ те çÿллĕ шайра. Умри ĕç калăпăшĕсене пăхсан вара строительсем çав-çавах çитмеççĕ. Паян пире яланлăх ĕçлеме каменщиксем, платниксем, штукатур-малярсем, инженерипе техника ĕçченĕсем, водительсем кирлĕ. Пĕлме, ĕç укçи пĕчĕк мар, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вăл организаципе уйăхсерен вăтамран 1579 тенкĕпе танлашрĕ. Çиччĕ виçсе пăхакансем валли – пĕлтĕр çулталăкĕпе те уйăхне ĕç укçи вăтамран 941 тенкĕ пулнăччĕ. Çакăнта та организаци ÿсĕм çулĕпе малалла утăмлани курăнать. Çапла мар-и;
Петр Андреев 25 çул
хушшинче автокранпа ĕçлесе
пуян опыт пухнă. Ахальтен мар
вăл чи пысăк разрядлă
крановщик.
- “Моргаушская” строительство организацийĕ малтуртăмпа аталанни чĕрене савăнтарать. “Строительство – чи мирлĕ ĕç”, - тенине шута илсен, ĕçсем чарăнса ларманнине пăхсан, савăнăç туйăмĕ вăйланать кăна. Паян сирĕн строительсем ăçта-ăçта вăй хураççĕ-ха; - Малалла пăхса ĕçлекеншĕн лайăх ыйту. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов тимленипе район пурнăçĕ вĕресе кăна тăрать, шав малалла аталанать, çĕнĕрен те çĕнĕ строительство объекчĕсем валли çул уçăлса пырать. Ку вара, ак сана, пире валли ĕç. Çак юхăмран тухса ÿкес марччĕ кăна. Эпир пурнăçлакан ĕçсен ÿкерчĕкне пĕтĕмĕшле пăхсан акă мĕн курăнать, хальхи вăхăтра пирĕн организаци ĕçченĕсем Шашкар ял администрацийĕнче пăрăхпа килекен çутçанталăк газĕ валеçмелли 5 пункт тăвассипе, Шомикри психикăпа нерв чирĕсен интернатне, Ярапайкассинчи врач амбулаторине, Орининти Культура çуртне, Муркашри “Пайщик” магазина, Суворов яч. хис. хуçалăхри автопарк гаражне юсаса çĕнетессипе, райцентрта 54 хваттерлĕ пурăнмалли çурта, ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернатне-амбулаторине, Очăкассинчи тулли мар вăтам шкул çуртне, Муркашри пасара туса пĕтерсе хута ярассипе ĕçлеççĕ. Ĕçлекен малаллах каять, тенĕ евĕр чылай объектсене кăçал кĕркунне хута ямалла, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе кĕртмеллисем те пур. Анчах йăлтах вырăнсенче заказчиксем мĕнле пуçаруллă пулнипе çыхăннă. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан, йывăрлăхсене çĕнтеретпĕрех, палăртнисене пурнăçлатпăрах. Ĕçлекенсен йышĕ татах пулсан хамăр организацин ĕç фронтне палăрмаллах сарма пулать. Анчах аякка тухса каиччен эпир хамăр районти ĕçсенех тĕплĕнрех тума тăрăшатпăр. Çавăнпа пĕрлех хамăр пурлăх базине çирĕплетесси те кун йĕркинче çирĕп тăрать. Уйрăмах организацине çутçанталăк газĕ илсе çитерессипе нумай ĕçлетпĕр. Пурте йĕркеллĕ пулсан, “кăвак çулăм” ăшшине пирĕн патăмăрта ĕçлекенсем октябрь уйăхĕнче туйса илессе шанатпăр. Ун чухне производствăна ÿстерме, ĕçсен калăпăшĕсене анлăлатма татах майсем пулаççĕ. - Район администрацийĕ тăрăшнипе тата сирĕн организаци тимленипе пĕлтĕр Юнкăри вĕрентÿпе культура центрне хута ятăр, Юнкăпуç ялне сирĕн ĕçченсен пуçарулăх-тимлĕхĕпе çут çанталăк газĕ илсе çитертĕр... - Чуна парса пурнăçланă ĕçсен списокне татах хушма пулать, анчах кашни ĕçшĕнех кăкăра çапса мухтанас килмест. Район администрацийĕ Муркаш Ен аталанăвне ÿстерсех пынăран мирлĕ ĕçченсем (строительсене çапла хисеплет В. Коротников – Ред.) валли те ĕçсен калăпăшĕ ума тăрсах пырать. Чĕрепе ăнланатăп, Юнкăра çĕнĕ шкул кирлĕ пулса. Акă, кĕтни пурнăçа кĕчĕ. Ачасем пирĕн пуласлăх пулнине манар мар. Кĕске справка. Юнкă шкулне хута янă çĕре ЧР Президенчĕ Н. Федоров та килнĕччĕ. Вăл ун чухне В. Коротникова тăрăшуллă ĕçшĕн ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланăччĕ. Пĕтĕмĕшпе ĕçсем тăрăх “Моргаушская” строительство организацийĕ хăйнешкел организацисем хушшинче генподрядчик ĕçĕсемпе республикăра 2-мĕш, хăй вăйĕпе тăвакан ĕçсен калăпăшĕпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Юнкăпуçне пăрăхпа пыракан çут çанталăк газне илсе çитересси тенĕрен. Районти чылай ялсенче çак ырлăх хуçаланать ĕнтĕ. Пирĕн база вырнаçнă ялта мĕншĕн пулмалла мар вăл; Пирĕн организацири производство пайĕн пуçлăхĕ Л. Яндушкинапа çав пай инженерĕ В. Суворова пуçарăвĕпе тата тимленипе Юнкăпуçне газ кĕртессипе заказчикĕ те, ĕçсен пысăк пайне пурнăçлаканĕ те хамăрах пултăмăр. Пăрăхсене туянма ял халăхĕн укçипе усă куртăмăр та, паянхи куна ăна ял халăхне строительство материалĕсем урлă 80 процент ытла тавăрса пама та ĕлкĕртĕмĕр. Ялта килсеренех газ кĕртессипе халĕ те ĕçлекенсем пур. - Эпĕ пĕлнĕ-ăнланнă тăрăх эсир хăвăр ĕçĕре çурт-йĕр тăвассипе çеç “çăварлăхламастăр”. Организаци аталанăвĕнчи ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен каласа парăр-ха;
Шлакпа бетон блокĕсене тăвакан
цехра ĕçлекенсем Любовь Ефремова,
Светлана Романова, Зоя Яндушкина
кулленех ĕç нормисене
тăтăшах ирттерсе тултараççĕ.
- Эпир строительство организацийĕ пулнăран пирĕн пĕтĕм ĕç-хĕл строительствăпа, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлессипе çыхăннă. Хамăр Мускав-Хусан федераллă автоçул хĕрринче вырнаçнăран 2000 çултанпа организаци территорийĕнче тÿлевлĕ авточарăну уçрăмăр. Каламалла, усă куракансем чылай. Пĕлтĕртенпе çу кунĕсенче керамзитпа бетонран шлакоблоксем кăларма пуçларăмăр. Вĕсем патне хамăр районтисемпе пĕрлех Етĕрне районĕнчен те çынсем йышлă килеççĕ, заявкăсем нумай,черет пысăк. Хамăр объектсем валли плинтуссем, чÿречесемпе алăксен рамисем тума столяр цехĕ, организаци тытнă объектсене тата, ыйтсан, халăха бетон растворĕпе тивĕçтерме растворпа бетон узелĕ ĕçлет, ыйтакансене автоуслугăсем парассипе те (уйрăмах автокран ыйтаççĕ) тăтăшах тимлетпĕр. Çапла вара, вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче “Хуçалăхсем хушшинчи “Моргаушская” строительство организацийĕ” хупă акционерлă общество алăкĕ патĕнчен халăх татăлмасть. Çапла пултăрччĕ те вăл. Эпир кашнин ыйтăвнех çывăха илсе татса пама тăрăшăпăр. Хамăр патăмăрта ĕçлекенсене вара ыйтнă тăрăх строительство материалĕсемпе те, тырă-улăмпа та, утăпа та ĕç укçи шучĕпе тивĕçтерсе тăратпăр. Ĕç укçи тенĕрен, ăна уйăхран уйăхах тÿлетпĕр. Ĕçлекен çын тĕлĕшпе лару-тăру çапла пулмалла та. Хамăр патăмăрта нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерсене те çулленех парнесем парса чыслатпăр. - Паян кашни ĕçех алăпа кăна туса çитерейместĕн. Организаци пирки каларăр та, техника бази çинчен те каласа хăвармăр-ши; - Тĕрĕсех, организаци ĕçĕнче техника пысăк вырăн йышăнать. Эпĕ организацие ертсе пыма пуçланă тĕле кунта пиллĕк техника единици ĕçлетчĕ. Ыттисем “канураччĕ”. Çак ыйтăва уçă варкăш вĕрсе кĕртессипе пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Паян вара кулленех ĕçе 17 техника единици тухать. Техника паркне çĕнетесси пирки те шутлатпăр. Кăçал кăна “КАМАЗ”, “Волга” автомашинăсем туянтăмăр. Тĕллевĕсем татах пур. - Вăт, çакăн çинче тĕплĕнрех чарăнса тăни те пăсмастчĕ. Малашлăх планĕсене пĕтĕмĕшпе мĕнре куратăр; - Паянхи кунпа çеç пурăнманнисен ыйтăвĕ. Чăнах ĕнтĕ, малашлăха пăхмасăр пĕр вырăнта çеç тапăртатса тăнипе пурнăç нумаях улшăнмасть. Сÿнет тесен тĕрĕсрех те пуль. Эпир вара хамăр аталанăва сÿнтерес теместпĕр. Пирĕн кăçал базăна çут çанталăк газĕ илсе çитермелле. Кунпа пĕрлех çывăх малашлăхра база умĕнче строительствăпа хуçалăх таварĕсен магазинне уçмалла, гостиница тата базăра юсав ĕçĕсем, мунча тумалла, базăна газ кĕртсен пĕчĕк ĕçсене те пулин хамăр патрах пурнăçлама тимĕр-бетон конструкцийĕсен цехне уçмалла, организаци валли çĕнĕ автобуспа автокран туянмалла. Хамăр шухăш-ĕмĕтпе ку тĕллевсем кăçалах пурнăçламалла. Мăн Сĕнтĕрте автозаправка станцийĕ тума пуçласси те умра. Вăл районшăн пысăк усăллă пуласса шутлатпăр. Вĕсем пурнăçа кĕрсен çитес çулхи ĕçсем çине эпир татах та хăюллăрах пăхăпăр, ĕçсен калăпăшне те ÿстерĕпĕр. - Шăхуш-тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр. - Тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика