00:00 24 октября 2003 г.
Юлашки çулсенче Чăваш Енре инфомаци çăлкуçăсем палăрмаллах улшăнса çĕнелчĕç. Кашни шкулах компьютер техникине вырнаçтарни, интернетпа çыхăнтарни пулас ăрăва информаци пĕлĕвĕ енĕпе çÿллĕ шая хăпартрĕ.Тĕслĕхсем куçкĕретех. Еплерех пуянланса çĕнелчĕ Юськасси шкулĕ компьютер техникипе. Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн тĕслĕх библиотекинче кашниех пулса куртăмăр. Çавăн пекех тĕслĕх библиотеки Калайкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта йĕркелеме пуçланă. Çитес вăхăтрах эпир унта та çитсе курăпăр. Сахал ачаллă пĕчĕк шкулсем те вăйа хурсах информаци технологине аталантарни чуна савăнтарать. Шомикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул библиотеки те кĕнекесем паракан пункт пек кăна ĕçлесшĕн мар. Шкул библиотекарĕ Филиппова М.В. библиотекăра пĕчĕк медиатека центрĕ уçма хатĕрлет, «Стаер» фирмăран çĕнĕ информаци хатĕрĕсем çырăнса илнĕ. Тăкаксене саплаштарма спонсорсем тупнă. Çавăн пекех çĕнĕ информаци технологийĕсем çине куçма Муркаш лицейĕ те хатĕрленет. Кунта ĕçлекен библиотекарь А.Ф. Дмитриева çĕнĕрен аудио-видиокассетăсем пухма пуçларĕ, электронлă учебниксен комплекчĕпе лицеистсене усă курма вĕрентет, «Стаер» фирмăран çĕнĕ информаци материалĕсем çырăнса илет. Ялти тĕслĕх (модель) библиотекăсем хальхи вăхăтри техника хатĕрĕсемпе, информаци çăлкуçăсемпе пуянланчĕç тата интернетпа çыхăнчĕç. Кашни библиотекăра компьютер техникин, лайăх кĕнекесен, лицензиленĕ видиокассетăсен,вĕрентÿ програмиллĕ тата энциклопедисен электрон версиллĕ компакт-дискĕсен комплекчĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор, видеомагнитофон, музыка центрĕ вырĕн тупрĕç.Çитес вăхăтрах база шкулĕсенче те çакăн пек информаци хатĕрĕсем пулĕç. Информаци технологийĕ аталаннă май шкул вĕрентÿ кĕнекисем те çĕнелсех пыраççĕ. Пурнăç шайĕнчен юлас мар тесе шкул библиотекарĕсем нумай вăй хураççĕ. Çулсеренех вĕрентÿ кĕнекисен 4-мĕш пайне çĕнетсе тăраççĕ, словарьсемпе справочниксен пахалăхĕпе хисепне ÿстерсе пыраççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Учколлектор» унитарлă предпряти районти нумай шкулсем вĕрентÿ кĕнекисемпе шкулсене тивĕçтерес енĕпе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Вĕсене асăнса хăвармасăр иртме çук: Шетьмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул (библиотекарĕ Степанова Алина Николаевна), Сосновкăри ПППШ (Максимова Е. В.), Кашмашри ПППШ (Ершова Е.Н.), Панклири ПППШ (Кириллов Н.З.), Муркашри ПППВШ (Скворцова Т.М.), Сятракассинчи ПППВШ (Зайцева Е.И.), Тойкилтĕри ПППВШ (Петрова А.Е.), Орининри ПППВШ (Блинова Н.С.), Нискасинчи ПППВШ (Чернова Л.М.), Калайкассинчи ПППВШ (Данилова А.Н.), Москакасинчи ПППВШ (Тимофеева Г.А.).