12:09 23 ноября 2018 г.
Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!
Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Анне - пирĕншĕн кашниншĕнех çĕр çинчи чи çывăх çын. Ачăрсене кунçул парса, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатăр. Мĕн пĕчĕкрен ывăл-хĕрĕрсене ĕçе хăнăхтаратăр, ырăпа усала уйăрма, ватăсене хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентетĕр. Ачăрсен çитĕнĕвĕшĕн савăнатăр, чуна йывăр чухне лăплантаратăр, пулăшатăр. Тавах сире пире çуратнăшăн, каçарнăшăн, ăнланнăшăн, юратнăшăн. Анне пулсан, кашни телейлĕ.
Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьери ачасене пурăнма илнĕ çемьесен ячĕпе калас килет. Тавах сире çын хуйхинчен пăрăнса иртменшĕн, вĕсемшĕн тăван амăшĕ пулса тăнăшăн.
Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйраççĕ. Ача амăшĕн капиталне пани, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани те çакна çирĕплетет. Çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те харăсах темиçе программа пурнăçланать. Районта та ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр.
Пурне те çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем те ăнсах пыччăр. Ачăрсем яланах савăнтарччăр. Çемьере яланах килĕшÿ пултăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики