18:02 20 ноября 2018 г.
Хисеплĕ бухгалтерсем тата бухгалтер учечĕн сферинче ĕçлекен специалистсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Питĕ яваплă ĕç тăватăр эсир. Ĕç укçине вăхăтра шутласа паратăр, предприятин тупăшĕпе тăкакĕсене пĕлсе тата питĕ тĕрĕс пайлатăр. Эсир хăвăрăн ĕçĕре тĕплĕн тунăран ĕнтĕ вăл е ку предприяти е учреждени мĕнле аталанни яр уççăнах курăнать. Кирек епле предприятин финанс тĕлĕшĕнчи тăнăçлăхĕ те, пĕтĕмĕшле çĕршыв экономики те сирĕн ĕçпе тачă çыхăннă. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.
Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики