Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников дорожного хозяйства

16:00 19 октября 2018 г.

Çул-йĕр отраслĕнче вăй хуракансемпе çак ĕçĕн ветеранĕсем

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăннипех те, пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Çулсем тăватăр, юсатăр, вĕсене кирлĕ шайра тытса тăратăр. Çул çинчи хăрушсăрлăх шайĕ мĕнле пуласси сирĕнтен нумай килет. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн,  районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.  

Юлашки çулсенче çулсем тăвассипе тата юсассипе районта сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Кăçал  районти çул-йĕр фончĕ 47 млн.

тенкĕпе танлашрĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ  эпир «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» федераллă программăна хутшăнатпăр. Унпа килĕшÿллĕн кăçал кăна 4 ялта пурĕ 24 км çула юсарăмăр. Çакна валли пурĕ пирĕн района 110 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Унсăр пуçне инициативлă бюджетировани программипе ялсенче çул тăвассипе 14 проект пурнăçа кĕчĕ. Çак ĕçе ял çыннисем питĕ активлă хутшăнчĕç. Вĕсене те çакăншăн тав тăватпăр.

Эсир малашне те хăвăрăн ĕçе кирлĕ пек пурнăçласса шанатпăр. Районти  çулсем пахалăхлă шайра пулччăр тесе малалла та пĕрлех тăрăшса ĕçлесчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕсем малалла та ăнсах пыччăр. Çемьере юратупа килĕшÿ пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика