Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем учителя

15:21 04 октября 2018 г.

Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, анлă тавракурăмлă пулччăр, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе  тăрăшатăр. Кашни ачан пултарулăхне курса малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшатăр. Вĕренекенсене яланах ырă сĕнÿсем паратăр, йывăрлăхсене çĕнтерме  вĕрентетĕр.

Эсир вĕрентекен ачасем те, хăвăр та тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухатăр. Çакă эсир хăвăр  тивĕçĕре чун-чĕререн пурнăçланине çирĕплетсе парать. Малалла та эсир тăрăшса ĕçлессе шансах тăратпăр. Çакна валли те, ачасене тарăн пĕлÿ илме  те районта мĕнпур условисене туса пама тăрăшатпăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ачасем яланах юратчăр, хисеплеччĕр  сире, ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика