14:59 28 сентября 2018 г.
Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!
Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Эсир мĕн ачаранах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван район аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса вăй хунă. Паян та эсир районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнатăр. Обществăлла ĕçрен те айккинче юлмастăр. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстерессинче хастар эсир. .Пире тĕрлĕ сĕнÿсем парса та пулăшатăр. Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе ăшă кăмăлăршăн. Пире çакăн пек мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр.
Паян эпир сирĕн ĕçĕре малалла тăсатпăр. Тăван район малашне те вăйлă та тĕреклĕ пултăр, аталану çулĕпех кайтăр тесе хамăртан килнине йăлтах тума шантаратпăр.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ватлăхăр канлĕ килтĕр. Ачăрсемпе мăнукăрсем сире яланах савăнăç парнелеччĕр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики