Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

08:33 31 августа 2018 г.

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уяв. Çак кун пире нихăçан манăçми шкулта вĕреннĕ çулсем çĕнĕрен  аса килеççĕ. Халĕ вара хамăрăн ачасемпе мăнуксем пĕлÿ тĕнчине çĕнĕрен алăк уçаççĕ. Паян пирĕн районта пурĕ 3345 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 316 ачашăн шкул шăнкăравĕ пĕрремĕш хут янăрать. Эсир вĕсем тарăн пĕлÿ илччĕр, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илччĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире çакăншăн.

Районта вара ачасем вĕренсе воспитани илме тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме пурĕ вырăнти бюджетран 12 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Пĕтĕмĕшле  район бюджечĕн ытларах пайĕ çулсеренех  шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять.

Кăçал Оринин, Йÿçкасси, Чуманкасси шкулĕсен спортзалĕсене, Шомик шкулне  тĕплĕн юсарăмăр. Юнкă шкулĕнче спортзал тăвас ĕç малалла пырать.

Вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ывăл-хĕрĕсем телейлĕ пулччăр тесе хăйсенчен килнине йăлтах тăвасса шанас килет. Ачасене вара тăрăшса вĕренме, обществăлла мероприятисенче  хастар, спортпа туслă пулма ырă сунатпăр. Çитĕнсе çитсен, юратнă профессие алла илмелле пултăр.

Пурин  те сирĕн сывлăхăр çирĕп, кунçулăр телейлĕ те вăрăм пултăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика