Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района Игоря Николаева и главы администрации Моргаушского района Ростислава Тимофеева с Днем строителя

08:47 10 августа 2018 г.

Муркаш районенчи строительство отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Строитель кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!

Сирĕн çăмăл мар тата пархатарлă ĕçĕр яланах хисеплĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çĕр-шывра пурăнакансен ырлăхĕ шăпах строительсен ĕç пахалăхĕнчен нумай килет.

Пархатарлă çак професси представителĕсен ăсталăхĕ, пултарулăхĕ пулăшнипе архитектура стилĕсен чи лайăх тĕслĕхĕсем тÿрре тухаççĕ, эпир вĕсене хаклама тата упрама тивĕç.

Чăваш Ен кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе çĕр-шывра лидер шутланать. Республикăра çавăн пекех культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, спорт объекчĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем тăваççĕ, вĕсене реконструкцилеççĕ. Ку енепĕ хамăр районта та сахал мар ĕçсем тăватпăр.

Строительсен паянхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пысăк пĕлтерĕшлĕ "Туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр – Раççей гражданĕсене" наци проектне пурнăçласа пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парасси.

Тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăни, ырми-канми ĕçлени тата суйласа илнĕ профессие парăнни чи хăюллă тата хăйне евĕрлĕ проектсене тÿрре кăларма май парасси пирки иккĕленместĕп. Сирĕн мĕн пур тĕллевĕр пурнăçа кĕтĕр. Строительсене çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, иксĕлми вăй-хăват, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунатпăр!

Район пуçлăхĕ - депутатсен районти 

Пухăвĕн Председателĕ

 И.В. Николаев

 

Район администрацийĕн  пуçлăхĕ      

  Р.Н. Тимофеев

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика