08:41 10 августа 2018 г.
Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем, физкультура юхăмĕн ветеранĕсем! Хаклă çыннăмăрсем!
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Кашни çыншăн çак кун –уяв. Мĕншĕн тесен физкультурăпа спорт пире çирĕп сывлăхлă пулма, кăмăла çирĕплетме пулăшаççĕ. Сывлăхлă, çирĕп кăмăл-туйăмлă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан çынсем вара кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултараççĕ, умри тĕллевсене пурнăçлаççĕ, район тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Пирĕнтен кашнинех çавăн пек пулма тăрăшмалла та. Хамăрăн ачасене те мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма вĕрентмелле пирĕн. Çакна валли районта условисем çителĕклех. Вĕсене тата та лайăхлатса пыма тăрăшатпăр: юлашки çулсенче шкулсенчи спортзалсене тĕплĕн юсама пуçларăмăр. Кăçал Чуманкасси, Йÿçкасси тата Оринино шкулĕсенче спортзалсене тĕплĕн юсарăмăр. Çавăн пекех Юнкăри вăтам шкулта çулталăк вĕçлениччĕн çĕне спортзал хута кайĕ.
Паян çамрăксем кăна мар, аслăрах ăрури çынсем те спорт енне туртăнни чуна савăнтарать. Ялсенче хăйсен пуçарулăхĕпе тĕрлĕ волейбол, футбол площадкисем, хоккей курупкисем туса хуни те çакнах çирĕплетет.
Эсир хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлани савăнтарать. Сирĕн пуçарулăхăрпа тăрăшулăхăра пулах ĕнтĕ пирĕн ентешсем республика шайĕнче çеç мар, Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, çĕнтерÿсем туса, районăн ятне-сумне çĕклеççĕ. Тавах сире пархатарлă ĕçĕшĕн. Малашне те физкультурăпа спорт районта пурăнакансемшĕн кун йĕркин уйрăлми пайĕ пулса тăтăр.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, тулли кăмăл сунатпăр. Спортра малалла та ăнăçу хыççăн ăнăçу тумалла пултăр. Пурнăç çулĕ вара уçăлнăçемĕн уçăлсах пытăр.
Район пуçлăхĕ - депутатсен районти
Пухăвĕн Председателĕ
И.В. Николаевĕ
|
Район администрацийĕн пуçлăхĕ
Р.Н. Тимофеев
|
Моргаушский район Чувашской Республики