09:27 24 июля 2018 г.
Тăванял, тăванкĕтес… Унранхакли, лайăххимĕнпултăр –ха, унта ÿссе çунатсарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлесе тÿр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл – аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ÿсекен мĕн пур йывăç та пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.
Савăнăçлă мероприятие Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.В.Орлов уçрĕ, уявпа саламланă май маттур та хастар çынсене грамота хучĕсемпе чысларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл – туйăм, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тата ырлăхпа телей сунчĕ. Çавăн пекех ял халăхне саламлама депутатсен Муркаш район Пухăвĕн депутачĕ, Муркаш райпо ертÿçи Б.В.Андреев саламларĕ. «Кашни халăха, ушкăна, çынна туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр – пĕрне пулăшмалла. Хамăр тăрăшмалла, çамрăксем мĕнле пуласси те пирĕнтен нумай килет. Кашни кил, кашни урам, кашни ял таса та хăтлă пултăр» , - терĕ хăйĕн самахĕсенче Муркаш райпо пĕрлешĕвĕн ертÿçи Б.В. Андреев.
Уява йĕркелекенсем парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ. Парнесем хуçалăхсене тытса пыракансене, ялти чи ватă çынсемпе чи кĕçĕннисене парнесем парса чыс турĕç.
Уяв паллах ташă – юрăпа илемлĕ. Тойкильтĕри культура çурчĕ çумĕнчи халăх эстрада ушкăнĕ «Хĕлхем» тата «Грация» ташă ушкăн ял халăхне юрă – кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.
Волейбол, пăшал пересси, кирĕ пуканĕ йăтасси, турник çинче алă вăйне виçесси, канат туртасси спорт ăмартăвесем те хĕрÿ иртрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç.
Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Г. Григорьева, Л. Архипова, А. Кузьмин пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç. Хăнасемпе ял çыннисем пурте чăваш шÿрпине çисе пăхрĕç.
Уяв асра юлмалли савăк самантсем, кăммăллă тĕл пулусем парнелерĕ, çĕнĕ туссем тупма пулăшрĕ. Ял çыннисем çутă ĕмĕт – туйăм, тулли кăмăлпа уявран килĕсене саланчĕç.
Моргаушский район Чувашской Республики