Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫĕлеменкасси ял уявĕ.

15:09 23 июля 2018 г.

Кирек таҫти ҫĕрте пулсан та, тăван ял, ҫуралнă кил, тăван халăх нихăҫан та асран тухмасть. Тăван  ҫĕр ҫинче ҫуралса, унăн  сĕткенĕпе ӳссе, вăй  илнĕ  этемĕн  чĕринче тăван кил  ăшши  пурăнать.

Ҫапла,  утă уйăхĕн 22 – мĕшĕнче, вырсарникун,  Ҫĕлеменкассинчи пĕтĕм ял –йыш  ял уявне иртерчĕ.

Чи  малтанах,  ял – йыша Москакасси ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ,  Д.В.Кириллов ăшшăн саламларĕ.  Ял хăтне кĕртме кăҫал урамра ҫутă пулассине шантарчĕ тата ялта ҫул тума  пуҫлани  те халăха савăнтарать.

Ял старости Валентина Соколова та ентешĕсене ял уявĕпе саламларĕ, малалла та килĕштерсе пурăнмалли ҫинчен каларĕ. Тата  тутлă  апат-ҫимĕҫ пĕҫерекенсене парнесем парса чысларĕ.

Рыкакаси ял клубĕҫумĕнчи «Туслăх» пултарулăх ушканĕ,  Катькас Культура ҫурчĕҫумĕнчи «Ҫăлкуҫ» пултаруллăх ушкăнĕ тата Москакассинчи Культура ҫурчĕн «Эчкерен  ҫăлтăрĕсем»   юрăсемпе, ташăсемпе, сăвăсемпе халăха савăнтарчĕҫ.

Ҫавăн пекех, ял ҫыннисем  валли культура ĕҫченĕсем «Тăван ялăм, савнă ялăм» фотостенд  хатĕрленĕ.

Уяв  кăмăллă, хаваслă иртрĕ. Килес  ҫул  та  пĕрле  пухăнса  татах савăнасса шанатпăр.

 

           Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  Н. М. Кондукторова.

 

   

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика