14:31 10 июля 2018 г.
Утӑ уйăхĕн 8-че кӑнтăрла иртсен «Хавас» фольклор ушкăнĕ Тойкилтĕ культура çурче умĕнче туслăн пуçтарăнчĕ. Тӗп тӗллевӗ – çемье уявне анлӑн ирттересси. Малтанах вĕсем пурте пĕрле улăха утă çулма васкарĕç, çамрăклăха аса-илсе хĕр чухнехи илемлĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç. Утă çулса пĕтерсен ушкăнпа вăйă карти туса çаврӑнчӗç, авалхи чăваш вăййисене те аса илчĕç. Петрова О.С. тата Яруткова А.А. пулашнипе асӑнмалӑх видеокурав тата сӑнÿкерчӗксем турӗç. Уяв çавра сӗтел хушшинче вӗçленчӗ.
«Паянхи кун эпир çак «Хавас» ушкӑнпа пӗрле пӗр çемьери пек туслӑн пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрин патне ларма çÿретпӗр, тӗрлӗ ал-ӗçӗсем тӑватпӑр, ялти уявсенче хутшӑнатпӑр. Юрӑ-ташӑпа чуна уçатпӑр, çамрӑклӑха аса илетпӗр, кулянса ларма вӑхӑт çук», - хавхаланса пӗлтерет ушкӑн старости Елизавета Алексеевна.
«Хавас» пултарулӑх ушкăнӗ йĕркеленнĕрнпе виçĕ уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Кунта ялти чи пултаруллă та хастар аннесемпе асаннесем çÿреççĕ. Хорной тăрăхĕнчи пĕр пуçару та, уяв та вĕсемсĕр иртмест. Иванова Елизавета Алексеевна кунта чи аслисенчен пĕри. Вăл Ленин хуçалăхĕчи ĕне ферминче 33 çул хушши ырми-канми тӑрӑшнӑ: пăрусем пӑхнӑ, доярка пулса ĕçленĕ. Юратнӑ мӑшӑрӗпе Пимен Ивановичпа виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнӑç çулӗ çине кӑларнӑ. Халӗ мӑнукӗсем те ÿссе çитӗннӗ ӗнтӗ. Ачисем кашни эрнерех амӑшӗ патне килсе çÿреççӗ, май пур таран пулӑшма тӑрӑшаççӗ. Тус-тăванлăха хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ вӗсем ачисене.
«Кил-йышра телейлĕ çын чăннипех ăраскаллă», — çырнă вырăс литературин классикĕ Лев Толстой. Çирĕп çемье — чи пысăк пуянлăх, вăл тĕрлĕ йывăрлăхран хÿтĕлет, пурнăç савăнăçĕ парнелет, пуриншĕн те шанчăклă тĕрев пулса тăрать. «Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем — çемйипе», — тесе халăхра ахальтен каламаççĕ.
Хорнойское сельское поселение Моргаушского района
Моргаушский район Чувашской Республики