08:27 06 июля 2018 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламлатпăр.
Чи хакли кашни çыншăн - çемье. Çемьере лару-тăру йĕркеллĕ пулсан,.чунра та лăпкă, ĕç те ăнать. Мăшăрсем пĕр-пĕрне юратсан, пĕр-пĕрне шансан, вĕсем кирек епле йывăрлăха та çĕнтереççĕ. Туслă çемьере ачасем те телейлĕ çитĕнеççĕ, пурнăç çулĕ çинче хăйсене çирĕп туяççĕ. Мĕн ыррине ачасем ашшĕ-амăшĕнчен вĕренсе ÿсеççĕ.
Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем хушăнсах пыни те те çакăн çинченех калать:
Çемьери телей вара хамăр алăрах. Пурнăçра йăнăшасси те пулать. Пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма та пĕлмелле пирĕн.. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек, пирĕн те çемьере пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнасчĕ. Савăнăçра кăна мар, чуна йывăр чухне те - ĕмĕр тăршшĕпех пĕрлех пуласчĕ.
Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьесенчи ачасене тăван кил ăшшине, ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене калас килет.Тавах сире ытарайми ырă кăмăлăршăн.
Пурин те сирĕн сывлăхăр çирĕп пултăр, кунçулăр вăрăм килтĕр. Ĕçĕрсем те ăнсах пыччăр. Тăван кил, çемье сирĕншĕн хăвăршăн та, ачăрсемшĕн те яланах чун туртнă вырăн пултăр. Инкек-синек сирĕн çывăхăра та ан пытăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн
тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ А.А. Миронов.
Моргаушский район Чувашской Республики