Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.А. Миронова с Международным днем кооперации

08:00 06 июля 2018 г.

Потребкооперацин хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир кулленех халăх ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕр, районта пурăнакансене тĕрлĕрен пулăшусем паратăр. Эсир хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăран ĕнтĕ магазинсенче таварсен  ассортименчĕ те, обществăлла апатлану предприятийĕсенче меню та пуянласах пырать. Çавăн пекех эсир вырăнта продукцисем ытларах та ытларах кăларса сутатăр.  Нимле йывăрлăхсене  пăхмасăрах, суту-илÿ, обществăлла апатлану предприятийĕсене юсатăр, вĕсенче  çĕнĕ оборудованисем вырнаçтаратăр, çĕнĕ объектсем те хута яратăр..  Çапла майпа районта пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса паратăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Пурсăра  çирĕп сывлăхлă, телейлĕ те  вăрăм кунçул сунатпăр. Çемйĕрсенче яланах  килĕшÿпе юрату, тулăх пурнăç пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                А.А. Миронов. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика