08:35 27 июня 2018 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Хаклă çамрăксем !
Сире пурне те Раççейри çамрăксен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çамрăклăх -кашни çыншăн чи илемлĕ те телейлĕ вăхăт. Шăпах çак вăхăтра эпир хамăрăн ĕмĕт-тĕллевсемпе çунатланатпăр, вĕсене пурнăçа кĕртетпĕр.
Пирĕн районта кашни сферăрах маттур та пултаруллă, пуçаруллă çамрăксем сахал мар. Ĕçре çитĕнÿсем тунипе пĕрлех вĕсем обществăлла мероприятитсенче те хастар. Тавах сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн.
Пирĕн район пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ – çамрăксенче. Район администрацийĕ çамрăксем ялта юлччăр тесе пурнăç шайне çÿллĕ шая çитерессине нумай тимлĕх уйăрать. Çамрăксене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлама пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсене хутшăнатпăр,. çамрăк çемьесене тÿлевсĕр çĕр парассипе те ĕçлетпĕр. Районта çулсем, социаллă объектсем тăватпăр. Пултаруллă çамрăксене хавхалантарма майсем те тупатпăр.
Хаклă çыннăмăрсем! Яланах чунпа çамрăк пулăр. Ĕçлес килнĕçемĕн ĕçлес килтĕр. ..Малашне те ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Чĕрери юрату та нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики