13:20 18 июня 2018 г.
Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çын хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Иртнĕ шăмат кун, çу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Хорной ял тăрăхне кĕрекен Шаптак çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв ял варринче - Тойкилтӗ ФАП çурчӗ умӗнче иртрĕ. Ял çыннисем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Ял халăхӗ малтанхи кунсенчех лавкка тата ФАП умнӗнчи курӑка çулса пуçтарчӗ, уяв ирттермелли вырӑна çÿп-çапран тасатса тирпейлерĕ. Кам çава, кам кĕреçе, кам сенĕк, кам кĕрепле йăтса тухрĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç. Ялти кашни кил умĕнче тенĕ пекех чечексем ешереççĕ, иртен-çÿрен куçне савăнтараççĕ.
Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур-пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан та тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ÿсекен мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.
Савӑнӑҫлӑ уява Хорной ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В.Колесникова уçрĕ, уявпа саламланӑ май вӑл ялти чи маттур та хастар çынсене Грамотăсем, Тав хучĕсем тата парнесемп парса чысларĕ. Çавӑн пекех вӑл ялти чи аслӑ çынсене тата нумай çул пӗрле мӑшӑрпа килӗштерсе пурӑнакан, ачисене тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерсе ура çине тӑратнӑ чи сумлӑ çемъесене саламларӗ, пурнӑçра телей, тату пурнӑç, вӑрӑм ӗмӗр, çирӗп сывлӑх сунчӗ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата телей сунчĕ.
«Кашни халăха, ушкăна, çынна туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Хамăр ялшăн хамăран тăрăшмалла, çамрăксем мĕнле пуласси те пирĕнтен нумай килет. Кашни кил, кашни урам, кашни ял таса та хăтлă пултăр. Вара тăван район та, республика та, çĕршыв та çирĕпрех те вăйлăрах пулĕ»,- терĕ вӑл хăйĕн сăмахĕнче вӗçленӗ май.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Ялти Культура çурчӗ çумĕнче йӗркеленнӗ «Хавас» фольклор тата çамрӑксен «Грация» ташӑ ушкӑнӗсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç. Шаптак çыннисене хавхвлантарма кÿршӗри Хорной клубӗ çумӗнче йӗркеленӗ «Кӗсми урам кинӗсем» те килсе çитрӗç. Вӗсем хӑйсен янӑравлӑ сассисемпе уява илем кÿчӗç, ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.
Ялти кашни урам хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ. Исакова М.М. тата Петрова О.С. хатӗрленӗ «Ылтӑн пулӑ» кулӑш, анат урам пикисен «Матрёшка» санарсем куракансен кӑмӑлне çӗклерӗç.
Купӑсçӑсен хушшинче те хӗрÿ кӗрешÿ пулчӗ. Чи пултаруллисем Платкасси ял купӑсçисем Н.Михайловпа Н.Васильев тата хамӑр ял купӑсçи Е. Макаров пулчӗç. Вӗсем илемлӗ чӑваш кӗввисене каласа халӑха ташлаттарчӗç, çепӗç юрӑсемпе савӑнтарчӗç.
Уявра ал-ӗҫ ӑстисен куравне те йӗркелерĕç. Унта С.Касьянова, Л.Иванова, К.Димитриева, З.Фёдорова çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Çавӑн пекех И.Афанасьев та ялти çынсене хӑйӗн йывӑçран касса ӑсталанӑ ӗçӗсемпе паллаштарчӗ.
Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫерчӗç. Н.Васильева, И.Никитина, Ф.Иванова, Е.Иванова, Н.Сергеева пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç.Хӑнасемпе ял çыннисем пурте чӑвашсен какай шӳрпине ҫисе пӑхрĕç.
Командӑсем хушшинчи ăмăрту те хӗрÿ иртрĕ. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ.
Уяв асра юлмалли савăк дискотекӑпа вӗçленчӗ.
Моргаушский район Чувашской Республики