Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем медицинского работника

16:03 14 июня 2018 г.

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар, анчах та питĕ пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Çынсене чиртен сывататăр. Вĕсен пурнăçне вилĕмрен çăлатăр.  Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, канмалли кунсене пăхмасăр  ĕçлетĕр.

Эмелпе кăна  мар, ăшă сăмахпа та сиплетĕр эсир. Çапла майпа чирлисене  сывалма шанчăк паратăр, пурăнма вăй-хал хушатăр.

  Кулленхи ĕçре чир-чĕре вăхăтра тупса палăртассине те, профилактика ĕçне те нумай  тимлĕх уйăратăр.

Тавах сире хăвăр ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.

Ĕçĕрсем яланах  ăнса пыччăр. Ыттисене ырă туни хăвăр патăра та  ырăпах таврăнтăр. Хăвăрăн та сывлăхăр яланах  çирĕп пултăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                 Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика