Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем защиты детей

08:58 01 июня 2018 г.

Хаклă ачасем, ашшĕ-амăшĕсем тата воспитательсемпе вĕрентекенсем!

Сире Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. 

Ачалăх кашни çыншăн - чи телейлĕ тапхăр. Ачалăх телейлĕ килесси вара çемьерен, пирĕнтен, ашшĕ-амăшĕсенчен, нумай килет. Ача чухне эпир пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнатпăр, малашнехи пирки ĕмĕтленетпĕр. Çакна асра тытса, пирĕн паян хамăр ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе, вĕсен ачалăхĕ телейлĕ пултăр тесе  хамăртан килнине йăлт тумалла: вĕсене  юратса, тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле. Хамăр ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмалла. Çапла пултăр тесе вĕсен пултарулăхне курса малалла аталантарма тăрăшмалла.

Ачасем! Яланах тăрăшуллă пулăр, ĕмĕтĕрсем патне малтан мала ăнтăлăр, хăвăр пултарулăхпа савăнтарăр, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика