10:48 31 мая 2018 г.
Православи çыннисем Таса Çимĕк уявне — чиркỹ праçникĕсен тĕп 12 уявĕнчен пĕрне — Христос чĕрĕлсен Мăн кун хыççăн 50 кунтан паллă тăваççĕ. Çавăнтанпах ĕнтĕ халăхра ăна Пятидесятница теççĕ. Чăвашсем мĕн ĕлĕк-авалтан çурхи ĕçсем хыççăн тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Çуллахи уявсен шутне шăпах Çимĕк кĕрет. Мĕн ĕлĕкренпех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахнă, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ…
Йáлана кĕнĕ йĕркепе кáçал та, çу уйáхĕн 27-мĕшĕнче, Оринин салинче Çимĕк уявне халáх йышлá пухáнчĕ. Уяв программине «Золушка» ача садне çурекенсем уçрĕç. Çимĕке пухáннисене Оринин ял пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнáçлакан С.А.Михайлова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата агропрмышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи А.А.Миронов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем А.Г.Прокопьевпа В.А.Калинин, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи – В.И.Вязов, Орининти чиркỳ настоятелĕ Иннокентий атте саламларĕç.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Орининти чиркỳ çумĕнчи вырсарни шкулне çỳрекенсем, Орининти вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, Атапай клубĕнче йĕркелленнĕ «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Родион Петров), Мулкачкассинчи «Пучах» (ертўçи-Надежда Кондукторова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), «Стиляги» ташá ушкáнĕ уява хаваслá ташá-юрáпа пуянлатрĕç. Çавáн пекех уява хутшáнакансем Ятман клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ «Задоринка» ташá ушкáнĕпе Шурчари культура Çурчĕ çумĕнчи «Шурча» ушкáнĕн пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Вĕсем хаваслă юрă- ташáсемпе халăхăн чунне тыткăнларĕç, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Илемлĕ юрá-кĕвĕпе çынсем ташлама та тухрĕç.Уяв питĕ хаваслá иртрĕ. Спорта юратакансем футбол, волейбол вáйисенче вáй виçрĕç. Хаваслá юрá-ташá нумайччен савáнтарчĕ куракана. Пĕчĕк шăпăрлансене савăнма батут та пулчĕ, карусельпе ярăнма та пултарчĕç вĕсем. Техĕмлĕ какай шỳрпипе шашлык тутанса пáхма та май пулчĕ уява хутшáнакансен.
Моргаушский район Чувашской Республики