14:00 28 апреля 2018 г.
Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă, тăван халăха тĕнче цивилизацийĕн шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ И.Я.Яковлева халалласа шкулта тĕрлĕрен мероприяти туса ирттертĕмĕр. Малтанах уявăн планĕпе вĕренекенсене паллаштартăмăр.
16.04.18.- «И.Я.Яковлев– Аслă вĕрентекенĕмĕр» презентаципе паллашни
17.04.18.- Чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă видеороликсем пăхни
18.04.18. «И.Я.Яковлев– 170 çул е Юратнă тăван кĕтес» буклетсен конкурсĕ.
19.04.18.-«Иван Яковлевич Яковлев- Чăваш Улăпĕ» акросочиненисен конкурсĕ
20.04.18.- «Эп- чăваш ачи» вăйă-конкурс.
21.04.18.- «Чăваш алфавичĕ –хăнара» вăйă-конкурс
24.04.17.- «Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ, чăваш чĕлхи!»- концерт
Çав вăхăтрах «Хамăрах çыратпăр, хамăрах шухăшласа кăларатпăр» çамрăк çыравçăсен конкурсĕ пулассине те пĕлтертĕмĕр.
Кашни класрах тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки лекци уроксем ирттертĕмĕр. Ку уроксенче вĕренекенсене чĕлхе пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр шутланнине, çавăнпа кирек камăн та хайĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмеллине, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине тĕрĕс çырса пĕлтерме те май çуккине ăнлантарма тăрăшрăмăр.
Ачасем уяв эрнине активла хутшăнчĕç. Акросочиненисен конкурсне питĕ кăмăлларĕç, конкурса содержанипе пуян ĕçсем тăратрĕç. Пĕрремĕш вырăна 8-мĕш класра вĕренекен Дмитриева Дарья тухрĕ. Буклетсен конкурсĕ те хăйне май интереслĕ иртрĕ. Кунта вара 5-мĕш класра вĕренекен Мария Николаевапа Алексей Осипова палăртмалла. Вĕсем конкурса темиçе ĕç тăратнă. 6-мĕш класра вĕренекенсем те пуян содержаниллĕ буклетсем хатĕрленĕ. Станцисем тăрăх ирттернĕ конкурсра 5-мĕш классем хăйсем чăннипех те чăваш чĕлхине аван пĕлнине çирĕплетсе пачĕç.Уйрăмах «Алфавит хăнара» вăйă-конкурс интереслĕ иртрĕ. Кунта 5-мĕш тата 6-мĕш класра вĕренекенсем те хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарчĕç.
Çамрăк ăсчахсен конкурсĕ те питĕ интереслĕ иртрĕ. Кунта ачасем кĕске вăхăт хушшинче 50 ыйту çине хуравлама тăрăшрĕç. Чи пултарулли вара 8-мĕш класра вĕренекен Михайлова Ольга пулчĕ.
Вĕренекенсем ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе чăваш тумне аван пĕлни те савăнтарчĕ. Уйрăмах кунта 9-мĕш класра вĕренекен Матвеева Настьăна палăртмалла.Вăл пир тĕртме мĕнле-мĕнле ĕç хатĕрĕсем кирлине тĕрĕс асăнса тухрĕ. Çав вăхăтрах ачасем диктант çырассинчен те пăрăнса юлмарĕç, хăйсен тĕрĕс çыраслăхне пурĕпе тăхăр ача тĕрĕслерĕç. Михайлова Ольăпа Матвеева Карина питĕ аван çырса савăнтарчĕç.
Пуçламăш класра вĕренекенсем те çак уявран пăрăнса юлмарĕç. Вĕсем сцена çинче хăйсене пурин кăмăлне те каймалла кăтартрĕç.
Пĕтĕмĕшле уяв савăнăçлă концертпа тата конкурссенче мала тухнисене хавхалантарнипе вĕçленчĕ.
Территориальный отдел "Ярославский