08:51 28 апреля 2018 г.
Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!
Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Çак уяв çут çутçанталăк чĕрĕлсе пынă вăхăтпа пĕр килет. Ăна кĕтсе, эпир пурте пĕрле тăван ял урамĕсене тасатса тирпейлетпĕр. Малашнехи ĕçре çитĕнÿсем тума ĕмĕтленетпĕр.
Муркаш тăрăхĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн район яланах малтисен ретĕнче пулнă. Паян та эпир çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакмастпăр.
Малашне те тăван район, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр аталанăвĕшĕн кунран кун тăрăшса ĕçлесчĕ. Пурне те çак пĕрлехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Сывлăхăр çирĕп пултăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче тулăх пурнăçпа килĕшÿ хуçалантăр. Чĕрери юрату пурăнма, ĕçлеме, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме вăй-хал парса тăтăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики