08:49 28 апреля 2018 г.
Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Кунсеренех эсир районта пурăнакансем пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнччăр, ниçта та вут-кăвар ан тухтăр тесе тăрăшатăр. Инкек сиксе тухсан, пушар çынсен кунçулне ан таттăр тесе, вутра патшалăх, çынсен пурлăхĕ ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.
Малашне те эсир хăвăрăн тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçласси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, кулленхи ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики