19:11 27 апреля 2018 г.
«Иван Яковлев пире, чăвашсене, вырăссемпе туслă пурăнма, тăван чĕлхене юратма, çемьене упрама, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма чĕнсе каланă. Унăн халалĕсене асра тытса, малалла та тăван район аталанăвĕшĕн пĕрлех ĕçлер», - терĕ паян район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова чăваш чĕлхи кунне халаланă районти уявра.
«Чăваш чĕлхин асамлă янăравĕ» ятпа иртнĕ музыкăпа литература каçĕ Районти культура çуртĕнче иртрĕ. Унта чăваш чĕлхи учителĕсемпе культура ĕçченĕсем, ачасемпе ЧНК районти уйрăмĕн хастар членĕсем, вулакансем хутшăнчĕç.
Лилия Юрьевна тата çакна палăртрĕ. Эпир хамăр районта чăваш чĕлхине, тăван халăх-йăли йĕркине сыхласа хăварас, вĕсене малалла аталантарас тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Ача сачĕсенченех пуçланать çак юхăм. Апрелĕн 3-мĕшĕнче Çатракасси шулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен Наци культурин фестивалĕ иртрĕ. Ачасем унта чăваш юррисене юрласа, сăввисене каласа савăнтарчĕç. Паян вĕсем республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» ятпа иртекен Наци культурин фестивальне хутшăнаççĕ.
Нумаях пулмасть республикăра иртнĕ чăваш чĕлхи диктантне пирĕн районти 390 çын çырчĕ. Вĕсенчен 113-шĕ – «5» паллăлăх.
Муркаш шкулĕнче вĕренекен Кристина Краснова Чăваш чĕлхипе республкăри олимпиадăра лайăх енчен палăрчĕ.
Республикăра иртнĕ «Яковлев вулавĕсенче» Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи чăваш чĕлхи учителĕ Надежда Варюхина уйрăм номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Пирĕн районти Калайкасси шкулĕ Чăваш чĕлхине, халăхăн йăли-йĕркине аталантарассипе республикăра палăрса тăрать. Ыран унта «Чăваш ачи –чăвашах» республикăри фестиваль иртет. Унта Шупашкар, Канаш районĕсенчен те килеççĕ ачасемпе вĕрентекенсем.
Пирĕн районти çамрăксем кашни çулах республикăри «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» конкурссенче çĕнтереççĕ.
Пирĕн район хаçачĕ те чăвашлах тухса тăрать. Чăваш Наци радио хумĕ çине те Муркаш районĕ чăвашлах передачăсем хатĕрлесе кăларать.
Лилия Юрьевна пурне те уяв ячĕпе саламласа малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕ.
Чӑваш наци конгресӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Наталья Николаева хăйĕн салам сăмахĕнче çакна палăртрĕ, Хамăр районта 2015 çулта Чăваш Наци конгресĕн уйрăмне туса хунă. Çак хушăра чăваш чĕлхине аталантарассипе, тăван халăхăн йĕли-йĕркине сыхласа хăварассипе сахал мар ĕç туса ирттерме ĕлкĕрчĕ вăл. Чăваш юррисен, сăвăсен çыракансен конкурсĕсене йĕркелерĕмĕр. Вĕсене ачасенчен пуçласа ватăсем таранах хутшăнчĕç.
Республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш тумĕсен» фестивалĕ иртрĕ пирĕн районта. Ытти районсемпе танлаштарсан, вăл çÿллĕ шайра иртнине пĕлтерчĕç республикăра.
«Манăн несĕл йывăçĕ» ятпа иртнĕ конкурса та районта пурăнакансем активлă хутшăнчĕç. Вĕсенчен хăйсен йăхне 1700-мĕш çултан пуçласа пĕлекенсем те пур. «Çакă та вăл эпир чунпа та, ĕçпе те чăваш пулнине кăтартса парать» - терĕ Наталья Николаевна.
Ачасем чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне ирттерекен викторинăсене те хаваспах хутшăннине палăртрĕ.
Наталья Николаевна чăваш чĕлхине, тăван халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хуракан Калайкасси шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Маргарита Колбасовапа Мăн Хураçка шкулĕнчи çак предметсене вĕрентекен Валентина Михайлована Чăваш Наци конгресĕн Хисеп хучĕсене пачĕ.
Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра «Иван Яковлев - шăпа тата астăвăм» ятпа вулавçăсен конкурсĕ иртрĕ. Районти культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн ертÿçи Елена Чернова конкурс ÿĕнтерÿçисене Тав çырвĕсемпе чысларĕ.
Уявра ачасемпе пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Моргаушский район Чувашской Республики