Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Яковлев хайлавӗсене вулатпӑр

10:28 26 апреля 2018 г.

Вӑл юратнӑ чӑваш халӑхне,

Вӑл хаварнӑ сӳнми халалне.

Пурӑнатпӑр малаллах талпӑнса –

Иван Яковлева асӑнса!

                                                Н. Ершов

Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, чӑваш алфавитне тӑваканӗ, чӑваш ачисем валли шкул уҫакан ҫын пулнӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре И. Я. Яковлев ҫулталӑкӗ, Аслӑ вӗрентекен ҫуралнӑранпа 170 ҫул! Иван Яковлев ҫитӗнекен ӑрӑва пехил ҫырса хаварнӑ. Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче ҫапларах пилсем каланӑ вӑл: 1) Турра ӗненӗр; 2) Тӑван ҫӗр-шыва юратӑр; 3) вӗренӳ, ӑс-тӑн: «Пӗр чӗлхе пӗлни – пӗр ӑс, нумай чӗлхе пӗлни – нумай ӑс» тенине тӗпе хунӑ; 4) чӗлхе: «Аннӗрсенчен вӗренсе юлнӑ хӑвӑрӑн тӗп чӗлхене ан пӑрахӑр»; 5) ҫемье: «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл – халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ … Ҫемьен лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать»; 6) ӗҫченлӗх: «Килӗшсе ӗсленӗӗҫ пысӑк усӑлла – ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗк ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр».

Ăс çумне ăссем хушса пыма,

Туслăн та тăванлăн пурăнма

Пехил панă…

Çавá пехиле

Куç пек упрамашкăн пěлмелле.

                                                               Г. Ефимов

Оринин ял вулавӑшӗнче И. Я. Яковлев ҫинчен кӗнеке куравӗӗҫлет. Куравра И. Я. Яковлев ҫинчен ҫырнӑ республикӑри хаҫатсенчекун ҫути курнӑ тӗрлӗ статьясене, очерксене вуласа паллашма пулать. Статьясене В. Т. Вершкова пухса хатӗрленӗ. «Халӑхан улӑпла паттӑрӗ», «И. Я. Яковлевӑн ӗмӗрӗ вӗҫӗмсӗр, унӑн ӗҫӗ татӑксӑр» - ҫапла ятлӑ В. Вершкова хатӗрленӗ ӗҫсем. Шкул ачисем Иван Яковлев ҫырнӑ ача-пӑча калавӗсене кӑмӑлласа вулаҫҫӗ. Иван Яковлев вырӑс педагогӗсен Л. Толстойпа К. Ушинский ӗҫӗсене тӗпченӗ. Ахальтен мар пулӗ, ачасем Иван Яковлев калавӗсене вырӑс классикӗсен хайлавӗсемпе пӗр пеклӗх асӑрхарӗҫ. Кӗске, вӗрентсе калакан калавсене юратса вуларӗҫ.

Вӑй илтӗмӗр ҫӗнӗ тӗнче тумалӑх,

Ҫитетпӗр ҫӳллӗӗмӗтсем патне.

Ҫапах нихҫан, нихҫан та манмӗ халӑх

Хӑйне букварь тыттарнӑҫын ятне.

                                                          А. Алка

 

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика