11:32 06 апреля 2018 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Мăнкун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Христос чĕрĕлнĕ кун - православи тĕнне ĕненекенсен чи савăнăçлă та çутă уявĕ. Çак кун пире ырăпа тĕрĕслĕх усала, пурнăç вилĕме çĕнтерни çинчен калать. Туррăн ырă халалĕсем пире пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма, ытларах ырă ĕçсем тума хистеççĕ. Паян пурнăç хăвăрт улшăнса тăнă вăхăтра пирĕн уйрăмах çакна асра тытмалла, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулмалла.
Хаклă çыннăмăрсем! Тăван тăваллах туртать, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Турăшăн эпир пурте тăвансем пулнине асра тытасчĕ те, ĕçре те, канура та пĕрле пуласчĕ, умма тухса тăракан тĕллевсене пĕрле татса парасчĕ. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕр тĕллевпе хамăр тăван район аталанăвĕшĕн тулли кăмăлпа ĕçлесчĕ.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Турă сире, сирĕн ачăрсене инкек-синкекрен сыхлатăр, Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христосăн ырăлăхĕ яланах сирĕнпе пултăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики