Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кружоксене кӑмӑлласах çÿреççĕ

10:22 06 апреля 2018 г.

Кану вӑхӑтне темĕнле те ирттерме пулать: телевизор-компьютер умĕнче те, телефонпа кунне-çĕрне пĕлмесĕр вылянипе те, урам хушшинче тĕлли-паллисĕр чупса çÿренипе те.

Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен ачасем чылайӑшĕ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаççĕ. Кунсеренех культура Çуртне çул тытаççĕ ачасем.

Вĕсемпе Ирина Петрова хореограф тата Радимир Семенов пултарулӑх ертÿçи ĕçлесе пыраççĕ.

Культура Çуртĕнче пĕтĕмпе виçĕ ташӑ ушкӑнĕ ĕçлет. Ирина Петрова ачасене çĕнĕ ташӑсем вĕрентет.   Кашни ушкӑнпа тĕплĕн ĕçлесе пырать ӑста ертÿçĕ. Мĕнле кӑна ташӑ лартма тӑрӑшмасть пулĕ. Паянхи кун кĕçĕн ушкӑна çÿрекенсене - Тутар халӑх ташшине, вӑтам ушкӑна «Горенька» вырӑс халӑх ташшине, аслӑ ушкӑне çÿрекенсене хальхи çамрӑксен «Хип-хоп» ташшине вĕрентет. Аслӑ ушкӑнри çамрӑк хĕрсемпе каччӑсем нумаях пулмасть Е.Тимофеева пулӑшма Шупашкарта иртнĕ «Кĕмĕл сасӑ» конкурсра пулса килчĕç. Питех те пысӑк пулӑшу пачĕç пултаруллӑ юрӑçа çак çамрӑксем.         

Çавӑн пекех ачасем юрлама та кӑмӑллаççĕ. Художествӑ пултарулӑх ертÿçи, Радимир Семенов, юрлама юратакан ачасене илемлĕ юрӑсем вĕрентме тӑрӑшать. Паянхи кун К.Бирюкована, районта иртекен «Юратсан, юрлас килет» фестиваль-конкурса кӑларма хатĕрлет. Катя «Шурӑ кӑвакарчӑн» юрра çав тери тӑрӑшса юрлать. Ытти хĕрачасене те çĕнĕ юрӑсемпе паллаштарать Р.Семенов, ачасене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе юрӑсем вĕрентет.

Чӑннипех те ачасем çав тери кӑмӑлласа çÿреççĕ кружоксене. Вĕсем пурнӑçран лайӑххине ытларах илме тӑрӑшаççĕ. Репетици вĕçленсен те часах киле кайма васкамаççĕ ачасем, шашкӑпа тата доминопа выляса илеççĕ. Маттур ачсем пурӑнаççĕ Москакасси тӑрӑхĕнче.

«Ачасемпе ĕçлеме çав тери интереслĕ»,-теççĕ пултарулӑх ертÿçисем.

 

Москакасинское сельское поселение Моргаушского района

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика