Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Муркашри «Путене» ача садĕнче пулчĕç

09:32 04 апреля 2018 г.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева, комитет пайташĕсем Нина Петрова, Раиса Сарпи, Зоя Яковлева кунта тăван культурăна, чĕлхемĕре шкул çулне çитменнисене вĕрентесси мĕнле шайра пулнипе паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле ЧНК Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева та пулчĕ.

Тĕлпулăва ку районти ача сачĕсен ертÿçисемпе воспитателĕсем, район администрацийĕнче тăрăшакансем килчĕç. Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенчи пултаруллă воспитательсем те хăйсен пуян опычĕпе паллаштарма тата кунтисенчен вĕренме килсе çитрĕç.

Кăçалхи çул эпир чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çавра çулне паллă тăватпăр. Муркашра та ку енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Кунта несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркипе те ачасене пĕчĕкренех паллаштараççĕ. Ача садĕнче пĕчĕк тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ, тĕрлĕ енлĕ кружок ĕçлет. Кун çинчен учреждени ертÿçи Изабелла Ферапонтова хавасланса каласа пачĕ.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсене кунти ĕçченсем хăйсен музейĕпе паллаштарчĕç. Каласа хăвармалла, «Путене» ача сачĕ тĕп хулари хăш-пĕр ача сачĕсенчен хăтларах та пек туйăнчĕ. Кашни кĕтесе типей-илем кÿнĕ, пур çĕрте те чăвашлăх сĕмĕ туйăнса тăрать.

Малалла тĕлпулу акт залĕнче тăсăлчĕ. Мероприятине ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Юлия Мареева йĕркелесе пычĕ.

Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Ершова хăнасене районти ача сачĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, чăваш культурине, йăли - йĕркине тата хамăрăн чĕлхене аталантарасси пирки еплерех тăрăшнине уçăмлатрĕ.

ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев конгресс юлашки вăхăтра регионсенче чăвашлăха аталантарассипе мĕн-мĕн тунине тата малашнехи плансем çинчен каласа пачĕ. Вăл Муркашсене çапла тăрăшуллă ĕçленишĕн мухтарĕ, конгресс туса пыракан ĕçсене хутшăнса регионсене те пĕрле тухса çÿреме, хăйсен пуян опычĕпе паллаштарма сĕнчĕ.

Аслисем калаçнă май, ачасем тĕрлĕ инсценировкăсем, ташă-юрăсем кăтартса парса воспитательсен тăван чĕлхене тимлес енĕпе тунă ĕçĕсен пахалăхне çирĕплетсе пычĕç. Оксана Ершова воспитатель ертсе пынипе вăтам ушкăна çÿрекенсем Иван Яковлев калавĕ тăрăх лартнă «Лаша шырани» инсценировка пурне те кăмăла кайрĕ.

Алина Тихоновăпа Луиза Ефимова воспитательсем ачасемпе хатĕрленĕ «Мăнкун вăййине» те хăнасем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутайри «Пилеш» ача садĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм, Надежда Гусельщикова ĕçлет. Вăл Муркашри ача сачĕсенче тăрăшакансене чăваш пуканине ăсталас маçтăр - класс кăтартрĕ. Ку ĕç пурне те питĕ килĕшрĕ.

Муркаш районĕнчи Москакассинчи ача садĕнчи музыка ăсталăхне вĕрентекен Вера Макарова чăваш юррисене, йăли-йĕркине ăша хывма вĕрентес тĕллевпе питĕ курăмлă ĕçлет. Тĕлпулура вăл видеокуравпа усă курса хăй ĕçне уçса пачĕ. Вырăс юррисене чăвашла куçарса, анимаци мелĕпе илемлетес меле вăл упăшки пулăшнипе алла илнĕ. Чăвашла сценарисем çырас ăсталăха та хăйĕн ĕçтешĕсене хаваспах вĕрентрĕ Вера Степановна Макарова.

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕсем Раиса Сарпи поэтпа Нина Петрова та тĕлпулура тухса калаçрĕç. Чăвашлăха ача садне çÿрекен ачасене ăша хывассипе мĕнлерех ĕçлесси пирки хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Раиса Сарпи ача-пăча валли хăй çырнă сăвăсен пуххисене «Путене» ача садне парнелерĕ.

«Çакнашкал тĕлпулусем пире ачасене чăваш культурине, йăли –йĕркине тата тăван чĕлхепе усă курма вĕрентес ĕçе тата та хавхаланса тума хистеççĕ – тавах сире пурне те килнишĕн»,- терĕ Муркашри 27-мĕш «Путене» ача сачĕн заведующийĕ Изабелла Владимировна.

ЧНК хастарĕсем те Муркашран хавхаланса таврăнчĕç. Енчен те хула çывăхĕнчи районта тăван чĕлхешĕн тăрăшса ĕçлени куçкĕрет пулсан, апла шанчăк пĕтмен-ха!

ЧНК хастарĕсем Муркашра пулни çинчен телерепортажа пирĕн сайтсенче тата ЮТВ телеканалта курма май пулĕ.

 

Чӑваш наци конгресĕ

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика