Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ

11:53 29 марта 2018 г.

 «Районта тата республикăра иртекен мероприятисене çеç мар, ытти регионсенче иртекен фестивальсемпе конкурссене те ытларах хутшăнас кăмăл пур кăçал», - терĕ Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева.

Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче ЧНК пирĕн районти уйрăмĕн кăçалхи ĕç планĕ мĕнле пурнăçланса пынине пăхса тухрĕç.

Наталья Николавна çакна палăртрĕ. Пирĕн районта пурăнакансемпе  пултарулăх коллективĕсем республикăра иртекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнере пулса иртнĕ «Кĕмĕл сасă» конкурсра Москакассинче пурăнакан Евгений Тимофеев 3 вырăн йышăнма пултарчĕ. Çак тăрăхран тухнă халĕ Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен Дарья Макарова вара хăй вĕреннĕ çĕрти «Ăраскал» ансамбльпе тухса савăнтарчĕ: коллектив 1 вырăн йышăнчĕ.

Кăçал ЧНК 3 млн. тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çавна май вăл ирттерекен мероприятисен шучĕ те палăрмаллах ÿсмелле, «Раççейри нумай нациллĕ халăх культурисем» ятпа иртекен марафона йĕркеленĕ май тĕрлĕрен мастер-классем, конкурссем, тĕл пулусем, уçă уроксем иртмелле. ЧНК пирĕн районти уйрăмĕ вĕсенче активлă хутшăнма палăртать.  

Кăçалхи плана кĕртнĕ ĕçсенчен тепри –Чăваш чĕлхи кунне хатĕрленсе иртересси. Ларура çак куна халалланă мероприятисенче чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн халалĕсене вĕренсе калассине уяв программисене кĕртни вырăнлине те  палăртрĕç.

Наталья Николаева планпа пăхнă кашни мероприяти çинче чарăнчĕ. Районта иртекен пĕр мероприятинчен те юлмалла маррине, вырăнти уйрăмсен те ял тăрăхĕсенче иртекен ĕçсенчен тăрса юлмалла маррине палăртрĕ.

Районти библиотекарьсем ачасене кĕнекене юратма вĕрентессинче нумай ĕç туса ирттереççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн районти ача-пăча библиотеки çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртме пуçларĕ. «Он  - наш земляк, он - наша гордость» çапла ят пачĕç вĕсем ăна. Асăннă библиотека ертÿçи Елена Налимова ларура унăн тĕллевне çапла палăртрĕ. Асăннă проект çитĕнекен ăрăва краеведени литератури енне туртăнма пулăшать. Ачасене хамăр районта çуралса ÿснĕ çыравçăсемпе, таврапĕлÿçĕсемпе, наука çыннисемпе тĕплĕн паллашма май парать.

«Пирĕн ачасен хамăрăн паллă ентешсене пĕлмеллех», -тет Елена Ивановна.

Районти ача-пăча библиотеки çавăн пекех «Литература карттине» те хатĕрленĕ. Унта районти паллă композиторсемпе çыравçăсене, наука сотрудникĕсемпе таврапĕлÿçĕсене, журналистсене кĕртнĕ. 

Елена Ивановна хăйĕн сăмахĕнче çавăн пекех ку енĕпе  открыткăсен пуххине хатĕрлеме май пуррине, тĕрлĕрен викторина йĕркелемеллине палăртрĕ, район хаçатĕнче ятарлă ярăм уçни вырăнлă пулни çинчен те каларĕ.

Сосновкăри библиотека ертÿçи Татьяна Степанова кăçал Н.В. Никольскин çуралнă кунне халалланă наукăпа практика конференцийĕ иртерех – апрелĕн 19-мĕшĕнче иртнине палăртрĕ. Вăл Сосновка шкулĕнче пулать.

Ларура çитес вăхăтра иртекен конкурссемпе викторинăсем çинче те чарăнчĕç.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика