Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эсир – пирĕн малашлӑх

13:00 26 марта 2018 г.

Чӑваш наци конгресĕ йĕркеленипе, регионсем хушшинче иртекен XIX «Кĕмĕл сасӑ» чӑваш эстрада юрӑçисен фестиваль - конкурсĕ кӑçал мартӑн 22-23-мĕшĕсенче пулса иртрĕ. Конкурса 26 уйрӑм юрӑç тата 3 ансамбль Раççей тĕрлĕ регионĕсенчи тата Чӑваш Республикинчи юрӑçсем те хутшӑнчĕç. Конкурс чӑннипех те хĕрÿ пулса иртрĕ. Юрлама ятарлӑ пĕлÿ илнисем тата музыкӑна вĕренекенсем чылайӑн пулчĕç. Чӑваш эстрада юррисене кӑмӑллакансем ӑçтан кӑна килсе çитмен пулĕ конкурса, Мурманскран пуçласа Оренбург таранах.

Çак конкурса Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекенсем, Евгений Тимофеевпа Дарья Макарова, хутшӑнма кӑмӑл турĕç.

Тÿресем шутĕнче сумлă çынсем: Станислав Кондратьев профессор, педагогига наукисен кандидачĕ, музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Антонина Краснова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Алина Федорова, чăваш наци радиовĕн продюсерĕ Виктор Дмитриев, ЧНК ыркăмăллăх фондчĕн директорĕ Павел Вязов тата ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Клементьев пулчĕç.

Тÿресем кашни юрӑçах тимлĕн итлесе ларчĕç. Вĕсене çакӑн чухлĕ хĕрсемпе каччӑсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсене суйлама çӑмӑлах пулмарĕ.

Пирĕн Москакасси çамрӑкĕсене тивĕçлипех хак пама пултарчĕç тÿресем. Е.Тимофеев Виталий Романов çырнӑ «Куккук авӑтать» юрӑпа III степенлĕ, Д.Макарова, Ю.Кудаков çырнӑ «Аса ил савни» юрӑпа I степенлĕ лауреатсем пулса тӑчĕç. Дипломсемпе хаклӑ парнесене тивĕçрĕç пирĕн маттур та пултаруллӑ артистсем.

Малашне эпир вĕсене çÿлтен- çÿле вĕçме, пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!!! 

 

Москакасинское сельское поселение Моргаушского района

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика