Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работника культуры

14:08 22 марта 2018 г.

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире хăвăрăн професси уявĕпе – Культура ĕçченĕн кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ те пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Халăхăн йăли –йĕркине сыхласа хăварас, ăна малалла аталантарас тесе тăрăшатăр. Районта пурăнакансем  канăвне усăллă та интереслĕ ирттерччĕр тесе  тем тĕрлĕ мероприятисем ирттеретĕр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Районта иртекен мероприятисене интереслĕ ирттернипе пĕрлех эсир республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнатăр, малти вырăнсене йышăнатăр. Çакă культурăра чăннипех те хăй ĕçне пĕлекен, юратакан çынсем ĕçлени çинчен калать. Малалла та эсир пултаруллă та хастар пуласси пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

Юлашки çулсенче районта культура учрежденийĕсене юсассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Иртнĕ çул кăна çак ĕçе Ятман, Шомик, Шуркасси клубĕсенче туса ирттертĕмĕр. Кăçал тата Мăн Хураçка клубĕпе Йÿçкасси Культура çуртне юсаса хăт кĕртмелле. Ярославка культура çуртне 2 çул хушшинче тĕплĕн юсамала. Çавăн пекех çитес çулсенче тепĕр 3 çĕнĕ культура вучахне тума палăртнă.

Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ  пултăр. Ĕçлес кăмăл çăлкуç пек тапсах тăтăр, ĕçĕрсем малалла та  ăнсах пыччăр. Çемьере килĕшÿпе юрату пĕрре те ан иксĕлтĕр.

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                                 И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика