Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников бытового обслуживания населения и жилищно-коммунального хозяйства

12:14 16 марта 2018 г.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлекен служба тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçсенĕсем, çак отрасль ветеранĕсем!

 

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир районта пурăнакансене ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçеретĕр. Ку енĕпе кĕтмен çĕртен сиксе тухакан кăлтăксене те çийĕнчех пĕтеретĕр. Çавăн пекех çурт-йĕре тытса тăрассипе, вĕсене юсассипе те нумай тăрăшатăр. Урамсене тирпей-илем кĕртес, ялсенчен çÿп-çапа илсе тухас  ĕçре те сирĕн тÿпе сахал мар. 

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлекенсен йышĕ çулран çул ÿссех пырать. Районта парикмахерскисем сахал мар. Кĕпе-тумтир çĕлессипе, атă -пушмак юсассипе ĕçлекен ăста специалистсем те  çителĕклĕ.

Кирек хăш пулăшăва панă чухне те эсир çынсен шухăш-кăмăлне мала хуратăр, вĕсем сирĕн ĕçпе кăмăллă юлччăр тесе тимлетĕр.

Тавах сире тăрăшуллă та пархатарлă ĕçшĕн. Малашне те хăвăрăн ĕç вырăнĕнче чунтан тăрăшса    вăй хума сире пурне те ырă сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр. Çывăх çыннăрсем яланах юнашар пулччăр. Ачăрсем савăнтарса кăна тăччăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                 Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика