Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем

09:33 07 марта 2018 г.

Хисеплĕ те хаклă  хĕрарăмсем!

Сире пурне те çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Çурхи кун пĕтĕм çут тĕнчене ăшăтнă пекех сирĕн ытарайми ырă кăмăлăр, чун ăшши пурин валли те çитет. Эсир çемье телейне, кил ăшшине упратăр. Эсир çумра чухне чунра та лăпкă, килте те ăшă та тирпейлĕ. Йывăр чухне тĕрĕс те вырăнлă сĕнÿсем паратăр, яланах пулăшатăр. Сирĕн юратăвăр пире хавхалантарать, ĕçре çитĕнÿсем тума вăй-хал парать.

Эсир ачăрсене кунçул парса, вĕсем тĕрĕс çул çине тăччăр тесе тимлетĕр.  Вĕсене ырă ĕçсем тума, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕрентетĕр.

Чунри çепĕçлĕхпе пĕрле сирĕнте иксĕлми вăй-хал тапса тăрать. Эсир производствăра та маттур, обществăлла ĕçре те хастар. Пултарулăхăршăн, район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн эпир сире тав тăватпăр.

Юратнă хĕрарăмсем! Тавах сире эсир пурришĕн. Сывлăхăр чир-чĕр мĕнне ан пĕлтĕр. Ачăрсем савăнтарса тăччăр. Çывăх çыннăрсен  юратăвĕ сире пурăнма, ĕçлеме çунат хуштăр. Кунçулăр вăрăм пултăр. Сăн-питĕрте яланах телейлĕ йăл кулă çиçтĕр.

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика