15:42 06 марта 2018 г.
«Митта Ваçлейĕн юррине,
Янравлă уçă сассине,
Ун ырă çутă сăнарне
Эпир манмастпăр ĕмĕрне.»
В.И.Давыдов-Анатри
Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа кăçал 110 çул çитрĕ, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Йывăр шăпаллă поэт пултарулăхне Мăн Хураçка ял вулавăш çурчĕнче аса илчĕç, кунта литература каçĕ иртрĕ. Литература каçне Мăн Хураçкари Культура çурчĕ çумĕнчи «Хавас» пултаруллăх ушкăнĕ хутшăнчĕ.
Василий Егорович Митта (Митта Ваçлейĕ) 1908 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче) Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Патăрьел районĕ) Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. 1932 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В.Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.
Чăваш литературине юратаканшăн Митта Ваçлейĕ паллă ят. Ун хайлавĕсенченех, поэт ăшă та сăпайлă кăмăллă, вашават та тÿрĕ чунлă пулни сисĕнет. Вăл чăваш лирикин историне нихçан тĕссĕрленми, вăйне чакарми «Хурçă саслă поэт» пек кĕрсе юлнă.
Çывăрах, поэт,
Лăпкăн çывăрах.
Яту сан кĕрлет
Тăван халăхра.
Çывăрах, пичче,
Канлĕ çывăрах.
Юрру çĕр çинче
Янăрĕ вăрах.
Большесундырское сельское поселение Моргаушского района