Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей Федерацийĕн Центросоюз правленийĕн председателĕ Владислав Грибков райпо ĕçне Мускаврипе танлаштарчĕ

16:25 01 марта 2018 г.

Паян ялта пурăнакан килти хушма хуçалăха аталантарса çемье бюджетне пуянлатассипе тăрăшать. Ку ĕçре хушма хуçалăха аталанма пулăшаканпа килĕшÿ тупасси тĕп вырăнта. Районти Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райпо коллективĕсем пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ  ял çыннисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Çакă сутуçăсене хăйсене те ататалану çулĕпе утма май парать.

Чăвашпотребсоюз 125 çул тултарнине паллă тунă май нарăсăн 28-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе Раççей Федерацийĕн Центросоюз правленийĕн председателĕ  Владислав Грибков паллашрĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕн Калайкассинчи суту-илÿпе гостиница комплексĕнче пулса курсан тата ĕç кăтартăвĕсене тишкерсен райпо ертÿçипе Л. Майковăпа калаçнă чух  Владислав Васильевич кунти çĕнĕлĕхе Мускаврипе танлаштарчĕ.

Муркаш райповĕн Лантăшри çăкăр пекарнинче тата Муркашри хуçалăх таварĕсемпе строительство материалĕсен магазинĕнче пулсан Мускав хăни Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем тăтăшах шыравра пулнине палăртрĕ. «Районти икĕ райпо коллективĕ туслă ĕçлесе пыни, пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пыни, хăйсен пайщикĕсемшĕн тăрăшни паян кашни утăмрах куç умĕнче пулчĕ. Райпосен ĕçĕ Мускавра та лайăххисен шутĕнче», - терĕ пирĕн сутуçăсемпе тавар туянакансене ырă малашлăх сунса В. Грибков.

Мăнсĕнтĕрсемпе Муркашсем шанăçа тÿрре кăларасса шанмалли çеç юлать. Çапла пултăрччĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика