14:00 27 февраля 2018 г.
Хаваслă та шавлă иртрĕ Мăн Токшикра нарăс уйăхĕнчи Çĕршыва хÿтĕлекен кун. Çак кун мĕн чухлĕ çынна, ваттине те вĕттине, пуçтармарĕ пуль вăл ялти Штранкă юхан шыв хĕррине, Арлан каси пĕви çине. Юлашки вăхăтра пирĕн районта та биатлон вăййине килĕштерекенсем нумайланчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Малтанхи çулсенче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ пулсан, халĕ спортăн çак тĕсĕ анлă сарăлнă май, Мăн Токшик ялĕнче тăваттăмĕш хут биотлон енĕпе ăмăрту ирттереççĕ.
Пухăннисене Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.В.Орлов, ял старости Г.Б. Никитин, ял активисчĕ Г.М. Ефимов, Н.А.Павлов предприниматель, ăмăртăвăн тĕп судйи, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Ф.Киселёв саламларĕç. Ăмăрту йăлана кĕнине палăртнă май вăл тахçантанпах спорт уявĕ пулнине асăнса хăварчĕç. Спорт ăмăртăвне çулсеренех йышлăнрах хутшăннине палăртрĕç. «Ку ăмăрту çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласси аслисенчен те нумай килет. Сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар», - терĕç аслисем старта тухас умĕн.
Паллă ĕнтĕ, спортпа туслă пулни пире сывлăхлă пулма май парать, кунсăр пуçне спорт вăййисемпе кăсăкланакан çын тĕрлĕ киревсĕр йăласенчен те пăрăнать. Паян халăхăн сывлăхне çирĕплетесси пĕрремĕш вырăнта пулнă чухне, ялта та спортпа туслисем йышлансах пыраççĕ. Биатлона юратакансем çак кунсенче Кăтăр Корейăра Хĕллехи Олимпиадăра иртнĕ биатлон вăййисене телеэкран умĕнчен пăрăнмасăр пăхнине пытармарĕç. Унта пирĕн ентеш Татьяна Акимова пулнине те кăмăллăн палăртрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем тĕрлĕ çултисем пулчĕç – чи кĕçĕнни Чуманкасинчи «Малыш» (чăв. Пĕчĕк пепкке») ача пахчине çÿрекен Виктория Емельянова, чи асли вара 65 çулхи Геннадий Михайлович Ефимов пулчĕ. Ăмăртура çентересси, палах, спортсмен мĕнле хатĕрленнинчен те, ăнăçуран та нумай килет. Чăн малтан старта чи пĕчĕккисем хутшăнчĕç, унтан кĕçĕн классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç, ун хыççăн вăтам, аслă классенче вĕренекенсем, каярахпа ял çыннисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Биатлонта йĕлтĕрпе хăвăрт чупасси кăна мар, пăшалтан тĕл пересси те пысăк вырăнта çав. Ăмăртăва Тойкилтĕри тĕп, Муркашри, Турайри вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç.
Хĕрачасем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Григорьева Анна, Михайлова Дарья тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен пултаруллăраххисем – Егорова А., Григорьева О. пулчĕç. Арçын ачасем хушшинче Григорьев Н., Орлов А. палăрчĕç, аслăрах çулхи арçынсем хушшинче Григорьев А., Минаев Н., Егоров Ю., Яхеев В., Иванов В. маттуртарах пулчĕç. Ăмăртакансен йышĕнче ытларах арçынсем пулчĕç. Вĕсем вăйлă, паттăр пулнине тепĕр хут кăтартса пачĕç. Кашни мишенех тĕл лектерме пултарчĕç вĕсем.
Сăмах май,Егорова А. пысăк стажлă йĕлтĕрçĕ. Хăçан пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăнине хăй те астумасть, спортпа мĕн ачаранах туслă вăл. Паянхи кунччен пĕр йĕлтĕр ăмăртăвне те сиктермен вăл, кашни çулах хутшăнать. Вăл пĕрре мар малти вырăнсене йышăнса парнесене тивĕçнĕ. Çак биатлон ăмăртăвĕнче Раççĕйри шалти ĕçсен пайĕн Муркашри полици уйрăмĕнче ĕçлекен Емельянов Р. çитекенни вара никам та пулмарĕ.
Ăмăртура мала тухнă кашни йĕлтĕрçĕ Хисеп хучĕ, медаль, асăнмалăх парне илме тивĕç пулчĕ.Ăмăртăва йĕркелеме Турай ял тăрăхĕн администрацийĕ, Никитин Н.Б., Никитин Н.И., Павлов Н.А., Никитин Е.Г., Кириллов Г.И., Данилов В.Г., Ефимов Г.М., Андреев Б.В. спонсорсем пулăшрĕç, ял активĕсчĕсем те аякра тăмарĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсене те Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç.
Хĕрÿ тупăшу пурне те савăк кăмăл парнелерĕ. Кашниех хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕ, çĕнтерÿ патне талпăнчĕ, уçă сывлăшпа тата илемлĕ тавралăхпа киленчĕ.
Евстафьева Ю.Н. Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Моргаушский район Чувашской Республики