08:36 21 февраля 2018 г.
Хаклă ентешсем!
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, паян çарта тăракан салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!
Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çĕршыва хÿтĕлесси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Эпир хамăра мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксемпе тылра аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕсем умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Çитĕнекен ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсме вĕрентетпĕр.
Афган вăрçипе ытти вĕри точкăсенче те пирĕн ентешсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Паян та пирĕн ывăлсем тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеççĕ. Çар чаçĕсенчен килекен Тав çырăвĕсем те çакнах çирĕплетсе параççĕ.
Хаклă çыннăмăрсем! Çак кун - пуриншĕн те уяв. Паян пирĕнтен кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăван çĕршыв вăйлăрах та пуянрах пултăр тесе тăрăшать. Унăн аталанăвĕшĕн хăйĕнчен килнине йăлт тăвать.
2017 çул – Раççейре Ырă ĕç тăвакан çулталăкĕ. Айтăр-ха, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнар, Тăван район, ытарайми Чăваш Ен, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр аталанăвĕшĕн тата та ытларах тăрăшар. Пур ыйтăва та пĕрле татса парар. Хамăрăн ырă ĕçсемпе ачасемшĕн ырă тĕслĕх пуласчĕ малашне те. Вĕсем çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса ÿсчĕр тесе хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Чунра пĕрмаях хавас кăмăл пултăр. Ачăрсем савăнтарса кăна тăччăр. Пурнăç çулĕсем пурин те уçăлсах пыччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики