13:34 03 января 2018 г.
Атапайри культура Çуртĕнче кулленех тĕрлĕ мероприяти иртет. Паянхи кун Çĕнĕ çул уявĕсем питĕ хаваслá иртеççĕ кунта. Палáртса хáвармалла, кунта ĕçлекенсем Атапай шкулĕпе тачá çыхáну тытаççĕ, пур уява та пĕрле ирттерме тáрáшаççĕ.
Çĕнĕ çул – ачасемшĕн те аслисемшĕн те пысáк уяв. Кашниех çак кунран çĕнĕ пурнáç пуçланасса шанать, ырá улшáнусем кĕтет. Раштавáн 30-мĕшĕнче Хĕл мучипе (Федоров В.В.- библиотекарь) Юрпике (О.Н.Петрова - шкул ертỳçи), Клоун-Фома (Регина Быкова- клуб заведующийĕ) пĕр шухáшлá пулса Çеменкасси, Атапай, Сентимĕр ялĕсене çитме васкарĕç. Кунта пурáнакан ветерансемпе инвалидсене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕç, парнесемпе пĕрле савáк кáмáл парнелерĕç.
Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа