11:11 28 декабря 2017 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Сисĕнмесĕрех тепĕр çул иртсе кайрĕ. Çак хушăра район аталану çулĕпе малалла кайрĕ. Промышленность продукцине туса кăларасси палăрмаллах ÿсрĕ. Ял хуçалăхĕнче та лару-тăру чылай лайăхланчĕ. Нихçанхинчен ытларах тĕштырă туса илтĕмĕр, Районта çулсем тăвассипе, юсассипе малалла ĕçлерĕмĕр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те çине тăрса вăй хутăмăр. Пĕчĕк тата вăтам бизнес та малалла аталанса пырать. Районта çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Вĕрентÿ, культура учрежденийĕсене юсассипе татăклă утăмсем турăмăр. Сывлăх сыхлавĕнче те ырă улшăнусем пулчĕç.
2017 çулта Муркаш районĕ умри тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ. Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче те малти вырăнсене тухма пултартăмăр.
Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур çитĕнĕве пурте пĕрле турăмăр. Тавах сире пултаруллă ĕçшĕн, тăван район, республика, çĕршыв аталантăр тесе ырми-канми тăрăшнăшăн.
Çитес çул та пурте пĕр тĕллевпе хамăр пуласлăхшăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ. Пурнăçра тĕрĕс утăмсем тăвасчĕ малашне те.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юрату, телей сунатпăр. Çĕнĕ çулта та мĕн палăртни пурнăçлатăр, ĕмĕтленни çитсе пытăр. Инкек-синкек сирĕнтен пăрăнса çÿретĕр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире!
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики