Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкулта волейбол ăмăртăвĕ иртрӗ

16:22 11 декабря 2017 г.

Раштав уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче Тойкилтĕ шкулĕн спорт залĕнче 35 çултан аслăрах хĕрарăмсен командисем хушшинче шкулӑн Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ иртрӗ. Шкул администрацийӗ хӑнасене хапӑл туса йышӑнчӗ. Шкул директорĕ Л.А.Иванова ăмăртăва хутшăнакансене тата çак мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсене тав сăмахĕ каларĕ, сирӗп сывлӑхлӑ пулас тесен кирек хӑш ÿсӗмре те спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетрӗ. Ун хыҫҫӑн Хорнуй ял тарăхĕн пуçлăхĕ М.В.Колесникова тата районти В.Егорова ячӗпе хисепленекен ачасен спорт шкулӗн директорӗ А.А.Сидюшкин тухса калаҫрӗҫ, волейбол участникӗсене ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Виçӗм çул пусланӑ сак спорт ӑмӑртӑвӗ кӑҫал та ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Ку хутӗнче Оринин ял тӑрӑхӗнчен килнӗ СХПК «Оринино» пӗрлешӗвӗн команди ыттисенчен лайӑхрах вылярӗ – ӑмӑрту кубокне çӗнсе илчӗ. Тойкилтӗри тӗп шкул команди – иккӗмӗш, Хорнуй ял тӑрӑхӗн команди – виççӗмӗш вырӑн йышӑнчӗç. Тӗрлӗ номинацире вара Орининти Надежда Павлова, Тойкилтӗри Алина Петрова, Шаптакри Алина Фёдорова палӑрчӗç. Çӗнтерӳçӗсем грамотăсемпе медальсем илме пултарчĕç.

Волейбол ăмăртăвĕ питĕ хаваслă иртрĕ, хутшăнакансен, куракансен кăмăлне те хăпартрĕ. Хӑнасем ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ертсе пыракансене, спонсорсене, вӗри апатпа, кукӑльпе сӑйлакансене пурне те тав сӑмахӗ каларӗҫ.

                                                                                                                       Евстафьева Ю.Н., Тойкилтӗри тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика