13:24 11 декабря 2017 г.
Хаклă ентешсем!
Сире пурне те çывхарса килекен Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ пулса тăрать. Вăл пирĕн Раççейĕн патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.
Пирĕн çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ, унăн çирĕплĕхĕ, хаклă çыннăмăрсем, пирĕнтен кашнинченех килет. Эпир хамăрăн ĕç вырăнĕнче чунтан тăрăшса ĕçлетпĕр, тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртетпĕр, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, умри тĕллевсене пурнăçлатпăр пулсан, пирĕн район та, Чăваш Ен те, тăван аслă çĕршывăмăр - Раççей те кунсерен вăйланса пырĕ.
Малашне те çĕршыври демократи принципĕсем, тĕрĕслĕх пирĕн кулленхи пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăччăр тесе, тăван çĕршывăмăр аталанăвĕшĕн пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесчĕ, йĕркеллĕ пурăнасчĕ. Кашни çын патшалăх хăйне хÿтĕленине, пулăшнине туйса тăтăр тесе тăрăшасчĕ. Пĕр-пĕрне йывăрлăхра пăрахас марччĕ нихçан та.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кунçул сунатпăр. Мирлĕ ĕç шавĕ çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй парса тăтăр сире.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики