Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сывлӑхран пахи - нимĕн те çук

15:12 06 декабря 2017 г.

Сывлӑх енчен сусӑр çынсене тимлĕх уйӑрни, пирĕншĕн,сывӑ çынсемшĕн, чи пысӑк тивĕç пулса тӑрать. Çулталӑкра  вĕсем çине пĕр кун кӑна уйӑрмалла мар тесе калас килет, май пур чухне вĕсем патне кĕрсе,кӑшт та пулин калаçса тухни те, вĕсемшĕн пысӑк савӑнӑç пулнине питех те лайӑх пĕлетпĕр.

Пирĕн Москакасси ял тӑрӑхĕнче кун пек çынсем сахал мар. Çак кунсенче Ивановка ялĕнче пурӑнакан Тимофеевсемпе Христофоровсен çемьисенче пулма тÿр килчĕ.   

Акӑ Вася хӑйĕн сывлӑхне çирĕплетессишĕн самай тӑрӑшать. Ăна ашшĕ ятарласа утмалли станок ӑсталаса панӑ, кашни кун вӑл çак станок çинче утма тӑрӑшать, çавӑн пекех ӑна тренажер та илсе панӑ, ун çинче те вӑл хӑйĕн сывлӑхне çирĕплетме тӑрӑшать.

Пĕлтĕрхи çул вӑл, Атӑлçи тӑрӑхĕнче Хусан хулинче сусӑр çынсем хушшинче ирттернĕ «Бочча» ятлӑ спорт вӑййинче, I-мĕш степенлĕ çĕнтерÿçĕ пулса, диплома тата асӑнмалӑх парнене тивĕçнĕ. Шел, çакӑн пирки эпир, вĕсем патĕнче пулнӑ кун кӑна пĕлтĕмĕр. Апла пулсан, унӑн пуласлӑхĕ çав тери пысӑк тесе калас килет. Çавӑн пекех вӑл ашшĕ-амӑшĕпе, Муркаша сывлӑхне çирĕплетме, бассейна та çÿрет.

Вася тата музыкӑна çав тери юратать.  Н. Кондукторова вĕсем патĕнче хут купӑса асӑрхасан, алла илчĕ те тĕрлĕрен кĕвĕ шӑрантарма пуçларĕ. Хут купӑс вара, тĕлĕнмелле илемлĕ сасӑ кӑларать. Вальс кĕвви янӑраса кайсан, Васьӑпа та ташласа илтĕмĕр. Эпир те, Вася та, амӑшĕ Светлана та,  кӑмӑлтанах савӑнтӑмӑр.

Паллах, вӑр-вар кил хуçи хĕрарӑмĕ пире сĕтел хушшине лартмасӑр  кӑларса ямарĕ. Вĕри те техĕмлĕ пулӑ шÿрпине астиврĕмĕр. Питех те кӑмӑллӑ иртрĕ çак тĕл пулу. Татах килсе çÿреме чĕнчĕç.

Çавӑн пекех, çак ялтах пурӑнакан Христофорофсен çемьине те çитсе курма тÿр килчĕ пире. Кунта та пире кӑмӑллӑн кĕтсе илчĕç. Çак çемьере те юрра-ташша кӑмӑлаççĕ.  Çавӑнпах пулĕ, асламӑшĕ Антонина, хӑйĕн мӑнукне мĕнле кӑна юрӑ вĕрентмен пулĕ. Пире те, Алла, тĕрлĕрен юрӑсем юрласа пачĕ. Эпир ӑна алӑ çупса хавхалантарса тӑтӑмӑр.  

Эпир вĕсене ӑнӑçу кӑна сунатпӑр!

 

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика