Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юнкӑри культура çуртĕнче «Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри» калаçу иртрĕ

09:54 01 декабря 2017 г.

Чӑваш енне çĕр-пин юрӑ çĕршывĕ теççĕ. Чӑнах та, чӑвашсем илемлĕ юрӑ-кĕвĕпе пуян. Юрӑсенче халӑхӑн ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухӑшĕ, савӑнӑçĕ, хуйхи-суйхи тата вӑййи-кулли шӑрçаланать. Ахальтен мар, «Юрӑ пур та, пурнӑç пур» - теççĕ чӑвашсем.

Пирĕн, чӑвашсен, тӑван халӑхӑн культурине, йӑли-йĕркине, сӑвви-юррине, ташши-кĕввине аталантармалла. Ачасене мĕн пĕчĕкренех вĕрентсе пымалла. Чӑваш тени чӑвашлӑхпа пуян пултӑр, илемлĕ юрӑсем юрласа мӑнаçланма пĕлтĕр. Йӑхран-йӑха куçарса пытӑр. Ҫакӑн çинчен паян ачасемпе Юнкӑри культура çуртĕнче «Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри» калаçу иртрĕ. Меркурий Борисович калаçу пынӑ майĕн ачасене купӑспа илемлĕ кĕвĕ каласа итлеттерчĕ, пӗрле юрӑсем юрларĕç. Ыйтусем çине хурав памалли те тупӑнчĕ. Ачасем тĕрлĕрен чӑваш юррисене пĕлни, чӑннипех, савӑнтарчĕ.

Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри, юрлама пĕлсен кӑна…  Ҫак илеме пĕтме парас марччĕ!

 

Юнгинское сельское поселение Моргаушского района

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика