11:30 24 ноября 2017 г.
Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!
Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Анне -кашни çыншăнах çĕр çинчи чи çывăх çын. Ачăрсене кунçул парса, вĕсене ырă çын тăвассишĕн тăрăшатăр. Анне пулсан çумра, килте те, чунра та ăшă, лăпкă. Тавах сире çĕр çывăрман каçсемшĕн, телейлĕ ачалăхшăн, пире юратнăшăн, айăпа кĕрсен, каçарнăшăн. Савăнăçра та, чуна йывăр чухне те анне яланах пирĕнпе: ачăрсен ĕçĕсем ăннăшăн савăнатăр, вĕсен пурнăç çулĕ такăнсан, ачăрсенчен те ытларах кулянатăр. Тавах сире иксĕлми юратăвăршăн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.
Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйраççĕ. Ача амăшĕн капиталне пани, нвмай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани те çакăн çинченех калать. Çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те харăсах темиçе программа пурнăçа кĕрет. Кăçал кăна пирĕн районти 40 çемьене çурт-йĕр условине лайăхлатма 33 млн. тенке яхăн патшалăх пулăшăвне панă.
Пĕр ача та нумай, сакăр ача та сахал, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Уйрăмах урăх çемьери ачасене пурăнма илнĕ çемьесене тав сăмахĕсем калас килет. Тавах сире çав айăпсăр чунсене хăвăр хÿттĕре илнĕшĕн, вĕсемшĕн тăван амăшĕ пулса тăнăшăн.
Сывлăхăр сирĕн пурин те çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Ачăрсем савăнтарса кăна тăччăр. Ĕçĕрсем те ăнсах пыччăр. Сăн-питĕр яланах телейпе çиçтĕр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики