Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паттăра манмаççĕ - вăл пурăнать

08:41 19 октября 2017 г.

Ваçкасси ялĕнче пурăнакан Тамара Михайлова малтанласа хăйĕн амăшĕ çинчен пичетлесе кăларма тесе материал пухма тытăннă: амăшĕ каласа панисене хут çине куçарнă, архив докуменчĕсенче тупăннă информацие хăйĕн тетрачĕ çине куçарса çырнă. Çапла вара сисмесĕрех вăл амăшĕн пиччĕшĕ Яков Анисимов пирки те информаци пухнă. Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче Совет Союзĕн Геройне Яков Анисимова халалланă çавра сĕтел хушшинчи калаçăва (вăл çуралнăранпа октябрĕн 17-мĕшĕнче 111 çул пулчĕ) вăл шăпах çакăнтан пуçларĕ те.

Районта пурăнакансем пĕлеççĕ те пулĕ, Яков Анисимов хăй вăхăтĕнче Сĕнтĕр районĕн çар комиссарĕнче те вăй хунă. Хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Çак пулăма асра хăварас тесе пĕлтĕр, вăл çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа, Муркаш тата Элĕк раонĕсен çар комиссариачĕн çурчĕ çинче асăну хăми уçнăччĕ.

Çар комиссарĕ Владимир Казаков каланă тăрăх çар комиссарĕсен асăну хăмисем пирĕн республикăра хальлĕхе Канашра тата Муркашра кăна. Çавăнпа та паттăрăн тăванĕсем салтака манманни, вăхăт иртсе пынăçемĕн унăн кун-çулĕпе кăсăкланма пăрахманни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Уйкас Апаш ялĕнче çуралнă Яков Анисимович Анисимов мирлĕ вăхăтрах хастар çын пулнă, çынсене пĕрле пухса хăй хыççăн ертсе кайма пултарнă. Тăван халăхăн шăпи пирки шухăшланăранах ĕнтĕ вăл Отарккă ялĕнче вулав çуртĕнче çынсене çутта кăларассипе тăрăшнă. Хастар пулнине вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, хăйĕн юлашки çапăçăвĕнче те кăтартса панă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне ăна пуç хунă хыççăн панă.

Унăн биографине кĕскен нумайăшĕ çапла кăна пĕлет. Пурнăçĕнче вара кăсăклă самантсем чылай пулнă иккен. Яковсăр пуçне çемьере тата тепĕр виçĕ хĕр ача ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ ирех çĕре кĕнĕрен вĕсем пурте тĕрлĕ çемьере усравра çитĕннĕ. Чылай йывăрлăха тÿсме тивнĕ ачасен. Яков Анисимовăн, сăмахран, пĕр вăхăт пурăнма вырăн та пулман...

- Тĕрлĕ çемьере ÿснĕ пулин те пурте йĕркеллĕ çын пулма тăрăшнă, - тенине Тамара Михайлова чылай тĕслĕхпе çарĕплетсе пачĕ.

Анисимовсен йăхĕн несĕл йывăççине те тума тытăннă вăл. Ăна малалла татах тăсма май пуррине те палăртрĕç çавра сĕтел калаçăвне хутшăннă таврапĕлÿçĕсем, çар комиссариатĕнче ĕçлекенсем тата тăванĕсем.

Тăванĕсем тенĕрен. Районти хисеплĕ ĕç ветеранĕсенчен пĕри - Чуманкасси ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыракан Зинаида Кадыкова хăй паттăр йăхĕнчен пулнине çак таранччен пĕлмен те иккен. Тамара Михайлова несĕл йывăçне тума пулăшма ыйтсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

- Апла мăнуксене каласа памалли манăн татах тупăнчĕ. Йăхра çакăн пек паттăр пулнăран вĕсем хăйсене яланах тивĕçлĕ тытасса, йĕркеллĕ çынсем пулса ÿсессе шансах тăратăп. Яков Анисимовпа Апаш тăрăхĕнче пурăнакансем ку таранччен те мăнаçланнă, халĕ вара манăн çемьен те витĕмлĕ сăлтав пулчĕ. Чăнах та савăнтăм, тĕлĕнтĕм, - савăнса калаçрĕ ветеран.

Муркаш районĕ вара паттăрсемпе тивĕçлипех мухтанма, мăнаçланма пултарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне аса илсе пирĕн районтан тухнă Совет Союзĕн Геройĕсене ятран палăртса хăвармалла: Григорий Алексеев, Яков Анисимов, Борис Васильев, Илья Мешаков, Алексей Воробьев тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Быков. Раççей Геройĕсем те иккĕн - Николай Смирновпа Евгений Борисов.

Çавăнпа та патриот воспитанине парассинче усă курмалли информаци сахал мар. Информаци арчине пуянлатса пыракансем пурришĕн вара савăнмалла кăна.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика