17:29 13 октября 2017 г.
Çул-йĕр отраслĕнче вăй хуракансемпе çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çулсем туни, юсани, вĕсене кирлĕ шайра тытса тăни районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн района ытти районсемпе, регионсемпе ĕçлĕ тата туслă çыхăнусем тытма май панипе пĕрлех ял çыннин пурнăç шайĕ хăпарса пынине те çирĕплетсе парать.
Кăçал çулсем тума, юсама, тытса тăма районта пурĕ 146 млн. тенке яхăн укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутран çулсене юсама тата тытса тăма 56,2 млн. тенкĕ. Район çул-йĕр тумалли программăсене те активлă хутшăнать.
Сирĕн ĕç çăмăл мар. Эсир хăвăрăн тивĕçĕре мĕнле пурнăçланипе çул çинче çÿрекенсен пурнăçĕ тÿрремĕнех çыхăннă. Эсир малашне те хăвăрăн ĕçе лайăх тăвасса шанатпăр. Районти çулсем пахалăхлă шайра пулччăр тесе малалла та пĕрлех тăрăшăпăр.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕсем малалла та ăнсах пыччăр. Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики