Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района -Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

16:45 06 октября 2017 г.

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!

Сире ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çĕр ĕçĕ – чыслă та пархатарлă ĕç. Вăл пире тăрантараканĕ пулса тăрать. Шăпах кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен ял хуçалăх ĕçченĕ çĕршыв тĕрекĕ пулса тăрать.  Патшалăх та паян хресчене пысăк тимлĕх уйăрать. Ăна паракан çăмăллăхсем те  çакăн çинченех калаççĕ. Ял хуçалăхне çамрăксем юлма пуçлани те савăнтарать пире.

Кăçал та ял ĕçченĕсем, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, тырпула, çĕрулмие пуçтарса кĕртрĕç, выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç. Халĕ районта пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртес ĕç пырать.

Умра  вара пысăк тĕллев-обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси, çак отрасльте продукцие çителĕклĕ таран туса илесси.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Çак çăмăл мар ĕçре сире ăнăçусем сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемьере килĕшÿ, юрату, тату пурнăç хуçалантăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика