16:57 04 октября 2017 г.
Хаклă учительсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Чăннипех те питĕ кирлĕ те пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Ачасене тарăн пĕлÿ парас, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатăр. Вĕренекенсене тарăннăн шутлама, вĕсен пултарулăхне курса малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Çапла майпа тăван çĕршывăмăр пуласлăхĕ ăслă та пултаруллă, çирĕп çамрăксенче пултăр тесе вăй хуратăр. Эсир вĕсен ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче, аслă юлташĕ пулса ырă сĕнÿсем паратăр, пурнăçри хурапа шурра, ырăпа усала уйăрма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентетĕр.
Эсир вĕрентекен ачасем те, хăвăр та тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухни, выпускниксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупни эсир хăвăр тивĕçĕре чун-чĕререн пурнăçлани çинчен калать. Малалла та эсир тата та хавхаланса ĕçлессе шансах тăратпăр. Çакна валли те, ачасене тарăн пĕлÿ илме те районта сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Малалла та çаплах пулĕ.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Килте те, хăвăр вĕрентекен ачасем те юратчăр сире, ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики