13:33 29 сентября 2017 г.
Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!
Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Эсир мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Паян та эсир ахаль лармастăр: обществăлла ĕçе, районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнатăр. Пире сĕнÿсем парса та пулăшатăр. Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстерессинче хастар пулнăшăн.
Эпир, паян сирĕн ĕçе малалла тăсакансем, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче пире çакăн пек мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн çĕре çити пуç таятпăр. Тăван район малалла та ырă ятлисен шутĕнче, вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тума шантаратпăр.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, ырлăх сунатпăр. Утас çулăр такăр пултăр, пурăнас кунçулăр вăрăм килтĕр, телейĕр пĕрре те ан иксĕлтĕр. Ачăрсемпе мăнукăрсем сире савăнтарса кăна тăччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики